— Вырӑнӗ пирки вара мӗнле-ха?
— Ун ҫинчен шутламан-ха эпӗ.
— Апла-тӑк, урапа ҫине ларар та тавралӑха тишкерсе тухар. Ӗҫе вӑраха ярар мар.
Ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ калаҫу Элпи кӑмӑлне тӗпренех улӑштарчӗ, шанчӑк ҫуратрӗ. Хӑюллӑ арҫын иккен ку, иккӗленсе тӑмарӗ. Кун пек ҫын сӗнӗвне мӗнле йышӑнмӑн-ха?
Акӑ вӗсем Миккан капӑр урапи ҫине ларчӗҫ те ҫула тухрӗҫ. Темиҫе ҫӗрте те чарӑна-чарӑна тӑрса йӗри-тавра пӑхкаласа тӑчӗҫ.
— Мана ҫак вырӑн килӗшет, — терӗ Элпи. — Симӗс ҫаран та куҫа ачашлать.
— Ман шутпа, кермен валли инҫетрен курӑнса ларакан вырӑн кирлӗ пек туйӑнать. Акӑ, ял ҫине пӑхса илер-ха. Ҫӳллӗрех вырӑнта мӗнле ҫурт ларать-ха? Кӗлӗ тумалли керем, мӑчавӑр хуҫаланакан вырӑн. Улӑп керменӗ вара унтан та ҫӳллӗрех ҫӗрте пултӑр. Кам ҫурчӗ иккенни аякранах курӑнтӑр.
— Эсӗ каланипе килӗшетӗп, — улӑштарчӗ шухӑшне Элпи, уйрӑмах кермен чи ҫӳллӗ вырӑнта пулмалла тенине ырласа.
— Апла сӑнав сӑрчӗ патне кайса пӑхар-ха, — сӗнчӗ Микка.
Чӑнах та, кунтан пӑхсассӑн пӗтӗм тӗнче уҫӑлса каять, ӳпкери сывлӑш та кӑкӑра сарса янӑ пек туйӑнать. Ах, ҫав чӑвашсене! Мӗншӗн-ши ҫуртне вӑрттӑнрах ҫӗре, вӑрмана е ҫырмаллӑ вырӑна лартма юратаҫҫӗ-ши? Эсрелрен хӑранипе пытанса пурӑнма хӑнӑхнӑран-ши? Хӗсӗк вырӑн чуна та хӗсет тенине мӗншӗн маннӑ-ши? Тен, манман та, пурнӑҫӗ хӗссе ҫитернӗ курӑнать.
Сӑнав сӑрчӗ патӗнчи вырӑн Элпие килӗшни паллӑ ӗнтӗ. Ҫапах Микка тепӗр ҫӗре кайса пӑхма сӗнчӗ. Ун халӗ ҫак меллӗ самантпа усӑ курса хӑйне те лайӑхрах кӑтартмалла. Улӑп арӑмне ярӑнтарса ҫӳреме кашнинех шанмаҫҫӗ ӗнтӗ. Темиҫе ял витӗр тухнӑ чух чарӑна-чарӑна тӑчӗҫ, ҫынсем Элпие пуҫ тайнӑ чухне юнашарах Микка тӑни уншӑн самай хумхануллӑ самант пулчӗ. Вӑл каллех хӑй вӑйне туйма пуҫларӗ. Ҫук, Микка пурӑнать-ха. Кӑтартӗ-ха вӑл хӑй камне! Микка вӑйлӑ. Микка ҫивӗч. Микка вӑл…
Хӑйне патша вырӑнне хурса тыткаласси кама килӗшмӗ ӗнтӗ. Ун пек чухне ҫурма ухмах та ӑслӑ ҫын пек курӑнать, сӑнран начартараххи те илемлӗн туйӑнать. «Патша» сӑмахра унта калама ҫук пысӑк вӑй пытарӑнса тӑрать. Ҫакна Элпи паян тата лайӑхрах туйса илчӗ. Яла вӗсем каҫа хирӗҫ тин ҫаврӑнса ҫитрӗҫ. Уйрӑлнӑ чухне ӗҫе ӑнӑҫлӑ пуҫарса яма тесе Элпи Миккана укҫа та пачӗ. Чӗкеҫ кӑштах пулӑшнипе ҫапла пуҫланчӗ унӑн ҫӗнӗ пурнӑҫӗ. Енчен те вӑл Миккана аса илмен пулсассӑн ӗҫ ҫакӑн пек ӑнӑҫмастчӗ. Микка каллех кӗтесри пӑтара ҫакӑнса тӑракан чӗн саламата аллине тытрӗ…
Элпи вара кунти хуҫалӑха йӗркелесе пыракан Чӗкеҫрен Микка пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ. Ӑна халь пысӑк ӗҫ шанса панӑ. Эсрел парнеленӗ ылтӑна ӗҫлеттерекенни те вӑлах.
— Урине ӑҫта амантнӑ вара вӑл? Е ҫуралассах ҫапла? — ыйтрӗ Элпи Миккана хӗрхеннӗ пек сасӑпа.
— Упапа ҫапӑҫнӑ чухне суранланнӑ теҫҫӗ. Упа Микки тесен пӗлмен ҫын та ҫук. Хам та хӑраттӑмччӗ унран.
— Текех хӑрама кирлӗ мар ӗнтӗ, иксӗр те мана пулӑшакансен шутӗнче. Анчах пӗр япалана асра тыт: мӗн курни, мӗн илтни ҫак килтен тухмалла мар.
— Ӑнланатӑп, Элпи патшамӑр.
— Апла ӑҫта-ха санӑн сӑру? Паянхи куна паллӑ тӑвар.
Чӑвашра сӑра тума пӗлмен хӗрарӑм ҫук. Ӑсталӑхӗ вара ӑруран ӑрӑва куҫса пырать. Ку таранччен Чӗкеҫ сӑрине те никам та хурламанччӗ-ха. Элпи те килӗштерет.
Лайӑх сӑра ытларах ӗҫсен пуҫа аванах пырать, сисӗмтуйӑма та вылятать. Ку сӑрана вара, тутлӑлантӑр тесе, кӑштах пыл та янӑччӗ. Те ҫавӑнпа ӗнтӗ хӗрарӑмсем чӗлхисене ирӗке ячӗҫ.
— Элпи, кала-ха, сана Эсрелпе пурӑннӑ теҫҫӗ. Ҫак сӑмах тӗрӗсех-и?
— Кам калать?! — тарӑхса кайрӗ Улӑп арӑмӗ. — Чӗлхине касса тататӑп!
— Сӑмахӗ сарӑлнӑ ӗнтӗ, пуринне те касса татаймӑн. Пӗринне, ав, хӑвна сыхлаканнинне, унчченех каснӑччӗ. Эсӗ мана Улӑппа савӑшнине каласа пар-ха. Ӑҫта авса антарчӗ? Мӗнле чӑтрӑн? Йывӑр пулмарӗ-и? — кулса илчӗ самаях ӳсӗрӗлнӗ Чӗкеҫ. — Тепӗр тесен, хӗрарӑм темле арҫынна та чӑтать вӑл. Хам пӗлетӗп. Капан айӗнче шӑши вилмест теҫҫӗ вӗт.
— Улӑп пурришӗн сирӗн пурин те мана тав тумалла. Ун сывлӑхне эпӗ сыхласа пурӑннӑ, вилесрен те эпӗ ҫӑлнӑ.
— Кунта вара Нарпи вӑратса илсе килнӗ теҫҫӗ.
— Ҫук, суять вӑл. Ҫаврӑнса килтӗр-ха, эп ӑна…
— Ҫук ӗнтӗ, Улӑп пур чухне эсӗ ӑна нимех те тӑваяс ҫук. Чӑн-чӑн патшана ларсан вара хӑвӑн ирӗк, мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна ту. Чим-ха, мӗншӗн пӗр ачапах ҫырлахнӑ вара эсир? Мӗн, Улӑп юратайми пулчӗ-им?
— Чӗкеҫ, чарӑн-ха, чӗремри сурана ан хускат. Атя, тепрер курка ӗҫер те…
Элпи чаплӑ пукан ҫине вырнаҫса ларчӗ те хушусем тума тытӑнчӗ. Малтан юрласа пама ыйтрӗ. Юрласси вӑл Чӗкеҫшӗн нимех те мар, халӗ — пушшех. «Ӑҫта каян, Чӗкеҫ, ҫумӑр витӗр…» — шӑрантарчӗ вӑл аллипе сулкалашсах.
Читать дальше