— Ахах-мерченне ӗнер тупса килчӗҫ-ха, халӗ тӗррине тӑваҫҫӗ. Кӗпи питӗ чаплӑ пулать теҫҫӗ… Эсӗ килни ҫинчен кӗрсе калам-ха.
Лешсем ҫаплипех юрлаҫҫӗ, чӗрери тунсӑха юрӑпа лӑплантарасшӑн.
Ука пӗрчи пек ҫӳҫӗме
Якатман кун иртмерӗ.
Йӗс мерчен пек савнине
Асӑнман кун иртмерӗ…
Кӗҫех леш хурал тухрӗ те кӗме юранине пӗлтерчӗ. Минеслу пӳртелле васкарӗ.
Питӗ капӑр хыҫлӑ пукан ҫинче Элпи ларать. Те курӑк шывӗпе ҫӑвӑннӑран сӑнӗ тин ҫеҫ мунчаран тухнӑ чухнехи пекех ҫиҫет.
— Ырӑ кун пултӑр, Элпи, — терӗ Минеслу ӑшри хирӗҫӳлӗхе пытарма тӑрӑшса.
— Элпи мар, Элпи патша темелле, — тӳрлетсе илчӗ Улӑп арӑмӗ.
— Мӗнле-ха капла, пӗр харӑсах икӗ патша-и пирӗн?
— Улӑп ҫапла хушса хӑварнӑ.
— Апла эсӗ каланӑ пек пултӑр эппин, Элпи… патша.
— Мӗн ҫӑмӑлпа килтӗн-ха, Минеслу турхан? Мӗн ыйтмалли пур?
— Ыйтмалли ҫук-ха манӑн. Ҫарӑҫсем валли ҫӑкӑр пӗҫерессине лайӑхрах йӗркелесчӗ. Ҫӑнӑх сахал, пухакансем те ҫукпа пӗрех.
— Хӑв тата мӗн тӑваканни? Сана хушнӑ пулсан, ӗҫле.
— Хам йӑхра йӗркеллех-ха, ыттисен турханӗсем ҫара кайнӑ вӗт-ха. Вӗсене хушу тӑвасси сан ӗҫ мар-и-ха?
— Ҫук, ку ыйтупа мана чӑрмав кӳмесен те юрать. Хӑвах татса пар.
— Мӗнле-ха капла? Хӑвна патша тесе чӗнтересшӗн, ӗҫне тӑвасшӑн мар.
— Ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн кунти йӗркесене.
Элпи икӗ хутчен алӑ ҫупса илчӗ те пӳлӗмре Чӗкеҫ курӑнса кайрӗ.
— Итлетӗп сана, Элпи патшамӑр, — терӗ пуҫне тайса.
— Минеслу турхан мӗн каланине шута ил те пулӑшма тӑрӑш. Ҫарӑҫсем валли ҫӑкӑр ҫитмест тет вӑл.
— Юрать, Элпи патшамӑр, эсӗ каланӑ пек пултӑр.
— Халӗ кайма пултаратӑр… Мӑчавӑра чӗннӗччӗ унта…
— Кунтах вӑл, Минеслу тухасса кӗтсе тӑрать.
— Кӗтӗр эппин.
Канӑҫсӑр пурӑнӑҫ мӑчавӑра та ҫапать. Мӑнукӗ ҫара кайнӑ хыҫҫӑн сӑнран та улшӑннӑ пек. Ара, вӗри апат та вӑхӑтра лекмест те. Чаплӑ пукан ҫинче мӑнаҫланса ларакан Элпи умӗнче вӑл юмахри чике варчӑк [2] Варчӑк — ватӑ арҫын.
пек кӑна курӑнать. Элпи вара мӑчавӑра хисеплесе ура ҫине те тӑмарӗ. «Кун пек пукан Улӑпӑн ҫукчӗ. Ятарласа тутарнӑ пуль ӗнтӗ», — шухӑшласа илчӗ ыттисем пурте сума сӑвакан варчӑк.
— Мӗскер, усал хыпар ҫитмерӗ пуль те? — ыйтрӗ мӑчавӑр кӗнӗ-кӗменех хӑравҫӑ сасӑпа.
— Ҫук, урӑххи пирки-ха. Питӗ сумлӑ ӗҫ хушатӑп сана.
— Мӗн-ши ӗнтӗ?
— Улӑп валли кермен лартмалла. Ун текех ҫакӑн пек илемсӗр пӳртре пурӑнмалла мар. Халӑха пух та ӗҫе пуҫӑн. Ниме тетӗр-и-ха? Халех пуҫӑнмалла.
— Чимӗр-ха, ниепле те тавҫӑрса илейместӗп. Мӗнпе тата кампа лартмалла вара керменне? Ҫак тапхӑрта кермен пирки шутламалла-и вара?
— Улӑп валли парне пултӑр.
— Вӑл ҫапла та-ха. Вӑхӑчӗ меллӗскер мар-ҫке. Кермен тесе калама ҫеҫ ҫӑмӑл. Ӑна лартма чул та, вӑрман та кирлӗ, пирӗн вара йӗркеллӗ ӗҫ хатӗрӗсем те, ӑстисем те ҫук. Ватӑ-вӗтӗпе мӗнле кермен лартӑн-ха. Тимӗр-тӑмӑр та чылай кирлӗ. Хӑвах пӗлетӗн, пурне те хӗҫ тунӑ ҫӗре янӑ вӗт-ха.
— Мӗн кирлине тупӑр. Укҫине хам парӑп.
— Ҫук, ҫук, ҫакна халӑх йышӑнас ҫук. Ку ӗҫе чунӑм пачах та туртмасть.
— Апла эс патша хушнине тӑвасшӑн мар-ха?! — хыттӑн каларӗ Элпи.
— Мӗнле патша? Улӑп кун пирки калаҫмастчӗ-ҫке.
— Хальлӗхе патша эпӗ пулатӑп. Мана итлемелле, мӗн хушнине тумалла.
— Ку вӑл пӗччен татса памалли ӗҫ мар. Шурсухалсемпе канашласа пӑхам-ха. Мана хирӗҫ Минеслу тухатчӗ. Унпа калаҫса пӑхмарӑн-и?
— Унӑн хӑйӗн ӗҫӗ пур. Кӑна вара сана хушатӑп.
Элпи хӑйӗннех перет, мӑчавӑр каланине хӑлхана та чикмест. Калаҫнӑҫемӗн сассине хытарса пырать тата. Мӑчавӑр, халиччен ҫакӑн пеккине курманскер, аптрасах ӳкрӗ. Ҫапах та хӑйне алла илчӗ.
— Элпи, хӗрӗм, хӑв мӗн тума шутланине тавҫӑрса илетӗн-ши эсӗ? Шухӑшу санӑн ҫав тери сиенлӗ. Улӑппа халӑха хирӗҫтерсе ярас ҫул ҫинче тӑратӑн эсӗ. Мӗнле вӑхӑтра пурӑннине шута илместӗн.
— Тупнӑ вӗрентекен! Улӑп килсен пӗтӗмпех каласа паратӑп ак.
— Улӑп ятне унталла-кунталла турткалама кирлӗ мар. Ӑна эпир, тен, санран лайӑхрах та пӗлетпӗр. Чӑваш патшисем вӗсем халӑх йӑли-йӗркипе пурӑнаҫҫӗ. Эсӗ вара кермен лартса халӑхпа Улӑп хушшине савӑл ҫапасшӑн, ыттисенчен сивӗтесшӗн ӑна. Тепӗр тесен тата ҫурт лартасси вӑл пачах та ман ӗҫ мар. Ман ытларах чун керменӗ пирки шутламалла, тӗн йӗркине тытса пымалла. Усал ӗҫпе турра кӳрентерес марччӗ. Чӳкне те вӑхӑтра тӑвасчӗ. Улӑп сывлӑхӗшӗн те кашни кунах кӗл тӑватӑп. Ҫакӑ ҫителӗксӗр-им вара? Е эсӗ ман ӗҫе юриех нимӗн вырӑнне те хурасшӑн мар? Кереме пырса курмастӑн та нимӗн те пӗлместӗн. Ҫынсем ав йӗркеллех ҫӳреҫҫӗ, турӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Тепӗр хут калатӑп, кермен лартасси ман ӗҫ мар вӑл. Ман пек ватӑсӑр пуҫне урӑх никам та ҫук-им вара? Кирлех пулсан ҫамрӑкраххине туп.
Читать дальше