Ҫамрӑк та вӑйлӑ Миккана Ватрас турхан яланах хӑйпе пӗрле илсе ҫӳретчӗ, шанатчӗ ӑна. Мӗн кӑна курман ҫак уҫланкӑра Микка? Ҫапах та пуринчен малтан аса килекенни иккӗ. Пӗри вӑл ҫак ӳплере пӗрремӗш хут хӗрарӑм ытамӗнче юрату ҫимӗҫне тутанса пӑхни. Тепри вара каярах пулса иртнӗччӗ.
Пӗрре ҫапла пуш уйӑхӗнче ҫак вырӑна пӑлан йӗрӗпе килсе тухнӑччӗ. Йытӑпахчӗ. Вӑл питӗ вӗрнӗ ҫӗре Ватрас чупса пырать. Ак тамаша, йытта хирӗҫ упа мӗкӗрсе тӑра парать. Сӑнӑ йӑтнӑ турхан ун умне самай ҫывӑх сиксе тухнипе вӑрман хуҫи тата хытӑрах тарӑхса кайрӗ, Ватрас ҫине сиксе ӳкрӗ. Лешӗ пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрать. Ҫакна Микка илтет те ыттисенчен маларах чупса ҫитет. Упа Ватраса тарӑн юр ҫине пусса та антарнӑ. Микка нимӗн шухӑшласа тӑмасӑр вӑрӑм ҫӗҫҫине туртса кӑларать те упа ҫине сиксе ларать, чӗререн лектерме тӑрӑшать. Темиҫе хут яшлаттарнӑ хыҫҫӑн упа тӳнсе каять. Ыттисем те персе ҫитеҫҫӗ, хӑранипе тӑнне ҫухатнӑ, упа айне лекнӗ Ватраса туртса кӑлараҫҫӗ, унтан — Миккана. Урине амантнипе тӑраймасть иккен вӑл. Хӑй пӗтӗмпех юнланса пӗтнӗ…
Инҫех мар упа шӑтӑкӗ пулнӑ иккен. Йытӑ вӗрнипе вӑл сиксе тухнӑ курӑнать. Тинтерех ҫеҫ ҫуралнӑ ҫурине хӳтӗлес тесе урса кайнӑ ӗнтӗ вӑл. Упа ҫури тӑлӑха юлать, Ватрас килӗнче ӗне сӗчӗпе, килти ҫимӗҫпе ӳсет.
Ачалӑхӑн савӑнӑҫӗ выляса ӳсесси, упа ҫурин те ҫавах. Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳмерӗ пуль вӑл килтисене. Ҫӗлӗк пысӑкӑш чӗрчуна упа сӑнӗ кӗрсе пычӗ, самаях вӑйланчӗ. Пӗррехинче ҫакскер, килтисем ҫук чухне, пӳртри япаласене веҫех сирпӗтсе пӗтернӗ, минтерсене туртса ҫурнӑ, уйрӑмах тиртен ҫӗленӗ тумтирсене хытӑ туланӑ. Темле юратса, ачашласа ӳстерсен те тискер чӗрчун тискерех ҫав вӑл, вӑрманаллах туртӑнать… Хӑйне тупнӑ вырӑнах кайса яма тиврӗ. Ҫак ӗҫе вара Ватраспа Микка иккӗш пӗрле турӗҫ. Леш упа тирӗ вара халӗ те Ватрас килӗнче урай варринче сарӑлса выртать…
Ҫапла икӗ каҫ вӑрманта ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн Микка лаши ҫине утланса ларчӗ те килелле ҫул тытрӗ. Вӑрмантан тухас умӗн чарӑнса унчченех шухӑшласа хунӑ ӗҫне турӗ: ватӑ юман патне пырса тӑчӗ те ҫамкипе темиҫе хутчен тӑрслаттарчӗ, шӑйӑрттарса илчӗ. Юн палкаса тухрӗ. Шӑпах ҫакӑ кирлӗччӗ ӗнтӗ Миккана. Тумтирне темиҫе ҫӗртен ҫурчӗ те хӑй юнӗпе вараларӗ. Вара тин — килелле хыпаланчӗ.
Ял хӗррине ҫитсен Микка лаша ҫурӑмӗ ҫине урлӑ выртрӗ те сулланса тӑракан аллипе темиҫе хутчен ҫапса илчӗ. Лешӗ ӑна хӑй тӗллӗнех киле илсе ҫитерчӗ. Пӗрре вӗреннӗ ҫула пӗлетех, янавар. Микка ҫапла килнине курсан кӳршӗ хӗрарӑмӗ Калимана кӑшкӑрчӗ, лешӗ тухсан та пӗрлех пулма тӑрӑшрӗ.
Хӑраса ӳкнӗ Калима нимӗн тума аптранипе Миккана тӳрех Элпи патне илсе кайрӗ, хӑй лашине ҫавӑтрӗ, леш хӗрарӑм ҫамкаран юхакан юна чарас тесе шӑнӑр курӑкӗпе тытса пычӗ. Ҫитнӗ-ҫитменех Элпи хуралҫисем Миккана лаша ҫинчен антарса ҫӗр ҫине хучӗҫ.
— Ӑҫта пулнӑ вара вӑл? — ыйтрӗ тӳрех Элпи.
— Ҫурт тӑвакан ӑстасене тара тытма тесе тухса кайрӗ те…
Тӑнсӑр выртакан арҫынна шыв ӗҫтерме пикенчӗҫ, суранне тасатса пуҫне шурӑ пирпе ҫыхрӗҫ.
— Мӗн сиксе тухрӗ вара? — тесе ыйтса тӗпчерӗҫ.
— Вӑрӑсем ҫаратрӗҫ, — терӗ. Урӑх нимӗн те шарламарӗ.
— Веҫех сана пула! — вӑрҫма тытӑнчӗ макӑракан Калима Элпие. — Ман ачана ашшӗсӗр тӑратса хӑварас терӗн-им? Урӑх ниҫта та ямастӑп.
— Ытлашши ан хуҫӑл-ха эсӗ, вилмен вӗт вӑл.
— Пуҫран ҫапнине куратӑн пулӗ, тӑнсӑр тӑрса юлсассӑн вара? Мӗнле пурӑнмалла тет.
— Юрӗ, юрӗ, сире пӑрахмӑп, пулӑшсах тӑрӑп.
Миккана урапа ҫине майлаштарса хучӗҫ те леҫсе ячӗҫ, пӳрте йӑтса кӗрсе нар ҫине вырттарчӗҫ. Лешсене ӑсатса янӑ хыҫҫӑн Калима пӳрт умӗнчи ҫӳпҫерен таса тумтир илсе кӗчӗ. Нар ҫинче ларакан Миккана курсан чӑннипех макӑракан арӑмӗ чутах тӳнсе каятчӗ. Упӑшки ахӑлтатса кулса ярсан тин тавҫӑрса илчӗ, хӑй те пӗрле кулма пуҫларӗ…
Микка темиҫе кун хушши килтех ларчӗ, хӑйсем патне ҫын пынине асӑрхасан — тӳрех вырӑн ҫине чӑмрӗ. Каярах вара туяпа ҫӳреме тытӑнчӗ. Элпи енчен укҫатенкӗ пирки калаҫу хускалмарӗ. Кермен лартасси те пӑчланчӗ.
Юлашки вӑхӑтра Эсрел керменӗнчи лару-тӑру самаях улшӑнса пынӑ пек туйӑна пуҫларӗ. Ҫакӑ, паллах, хуҫа хӑйне мӗнле тыткаланинче те сисӗнет: вӑхӑта ытларах хула тулашӗнче ирттерет, ӗҫӗнче йывӑрлӑхсем пурри ывӑнтарать ӑна, харкашуллӑ калаҫусем сике-сике тухаҫҫӗ, тарҫӑсене силлесе тӑкасси нимӗн те мар уншӑн.
Ольга ҫакна асӑрхатех ӗнтӗ. Уйрӑмах ӑна Алмаса сумлӑ хӑна вырӑнне хурса йышӑнни тӗлӗнтерчӗ. Хуҫа хӑйне ырӑ ҫын евӗрлех тыткаларӗ. Те чеелӗх, те такамран хӑрани ҫапла хушрӗ. Алмаса уйрӑм ҫар ӗртӳҫине лартни те Ольгӑна самаях шухӑша ячӗ. Керменте пурӑнакансенчен Улӑп ятне илтсессӗн ун пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ, анчах йӗркеллӗ каласа паракан тупӑнмарӗ.
Читать дальше