Розин Ярандай
Йӗрсем ҫухалмаҫҫӗ
Хӗвел ансан йӗпхӗ ҫума пуҫларӗ те тул ҫутӑлсан та чарӑнмарӗ. Лакӑм-тӗкӗм шывланчӗ, ҫул-урам йӑпӑлкаланчӗ.
Каймалли ҫыннӑн каймаллах. Эпир те ҫула тухрӑмӑр.
Хӑвӑрт ҫӗреме юратакан Ваҫук, прокуратура шоферӗ, паян васкамасть, машинӑна асӑрханса тытса пырать. Куҫне самантлӑха та ҫул ҫинчен илмест. Сӑмахламасть те. Эпӗ те чӗнместӗп. Шухӑшлатӑп. Шухӑшлатӑп кӑна-и?! Тертленетӗп те. Пиллӗкмӗш талӑк ӗнтӗ, сӗрӗм тивнӗ евӗр, пуҫ кашлать. Ҫӗрле те йӗркеллӗ ҫывӑраймастӑп. Ӑш вӑркать, чӗре ыратать. Ӗҫӗм те йӑпану кӗмест. Никампа та курнӑҫас килмест.
Ҫапла пӗр кӗтмен ҫӗртен хавшарӑм, япӑхрӑм, йӑлт минрерӗм. Хӗн-асапӗ вара акӑ мӗнрен пуҫланчӗ.
Хӑнӑхнӑ йӑлапа ир-ирех Атӑлта шыва кӗрсе тухрӑм. Йӑмӑхса ҫӗкленекен хӗвелпе киленсе, тӑвайккинелле улӑхаттӑм. Сасартӑк ятран чӗнсе сывлӑх сунчӗҫ:
— Юра, салам.
Эпӗ сасӑ илтӗннӗ еннелле ҫаврӑнса тӑтӑм. Ак тамаша! Ман умра Инна тӑра парать. Чӗрене сахал мар ҫунтарнӑ Инна. Хӗрлӗ кӗрен платье тӑхӑннӑскер, ирхи хӗвел ҫутинче вут кӗлти пек туйӑнса кайрӗ. Ун пуҫӗнче ҫӗхе кӑвак тутӑр, сулахай аллинче — пӗчӗк сумка. Сылтӑм аллипе арҫын ача ҫавӑтнӑ. Хӑй тавра тата туллиех ача-пӑча, галстуклӑскерсем.
— Анне!.. Кур-ха, пӑрахут хӑпарать ав! Шап-шурӑ пӑрахут! — Иннӑна ҫыран хӗрринелле туртрӗ ҫавӑтнӑ ача.
Инна ача хавхаланӑвне асӑрхаймарӗ те тейӗн. Мана чӑрлаттарса пӑхнӑ та ― шак хытса тӑрать. Эпӗ сӑмах хушасса, пырса алӑ тытасса кӗтрӗ-тӗр. Эпӗ вара пӗр сӑмах та чӗнмерӗм, чарӑнса та тӑмарӑм — тӑвайккинелле вашлаттартӑм.
— Юра!.. Юра, тетӗп! — ачине хӑварсах ман хыҫҫӑн талпӑнчӗ Инна.
Чун тӑвӑлса килчӗ манӑн. Питӗм пӗҫерсе кайрӗ. Ҫук, чарӑнса тӑмарӑм, урампа малалла васкарӑм. Апатланма та хваттере кӗмерӗм — тӗрех ӗҫе, прокуратурӑна, уттартӑм, Иннӑна ҫапла ӑнсӑртран тӗл пулнипе ачалӑх кунӗсене аса илтӗм.
…Лутра Пакӑшӑн ҫеремлӗ урамӗ. Эпир, ача-пӑча, лапталла вылятпӑр. Инна та пур. Вӑл тепӗр ушкӑнра. Эп ӑна аякранах мечӗкпе персе тивертрӗм. Ҫилленчӗ-тӗр вӑл. «Тикӗт куҫ, тикӗт куҫ», ― тесе витлерӗ. Эпӗ кӑмӑлсӑрлантӑм, вӑйӑ пӗтессе те кӗтмерӗм, килелле чуптартӑм, Ҫакӑн хыҫҫӑн, кӗршӗллӗ пулин те, Иннӑпа чылайччен курнӑҫмарӑм, хам тӗллӗн шӑмарса ҫӗрерӗм. Вӑл хамӑр пата пырсан та, тарса пытанаттӑм.
Пӗррехинче хайхи, утӑ ҫинче, атте мана ир-ирех ыйхӑран вӑратрӗ.
— Йӑранашран утӑ турттармалла. Кайса лаша кӗл. Асту, кӗреплепе сенӗк илме ан ман, ― терӗ вӑл мана, васкасах ҫула хатӗрленекенскер.
Хаваспах килӗшрӗм. Йӑранашра Инна ҫук, манран тӑрӑхлакан пулмӗ терӗм. Пӗр шиксӗр ӗҫлетӗп. Ирӗклӗн. Анчах ир савӑннӑ иккен. Инна та аппӑшӗпе пӗрле унта пырать-мӗн. Пирӗн ума вӗсем тӑкӑрлӑкра сиксе тухрӗҫ. Иннӑ тата хыҫала ларнӑ та, ман еннелле пӑхса, йӑл-йӑл кулса пырать. Кур ак, хӗрарӑмсем пулсан та, арҫынсенчен малта пыратпӑр тенӗн туйӑнать мана унӑн кулли.
Эпӗ тилхепене карт туртрӑм — лаша малалла ыткӑнчӗ. Иннӑсенчен вӑшт кӑна иртсе кайрӑмӑр.
Йӑранаша ҫитсен, утине эпир урапа ҫине наччасра тиесе лартрамӑр. Лава уттармаллаччӗ кӑна — Иннӑсем персе ҫитрӗҫ. Атте васкамарӗ, кӗршӗ-арша пулӑшам кӑштах терӗ те тимлесех Иннӑсен урапи ҫине утӑ тиеме тапратрӗ.
— Эсир кунтах юлӑр, ― терӗ атте Иннӑпа иксӗмӗре, лашана ялалла уттарса. ― Эпир часах каялла таврӑнатпӑр.
Вӗсем курӑнми пулсан, алла кӗрепле тытрӑм та тӑкӑннӑ утта, пуҫтарса, купа ҫине кая-кая хутӑм.
Сасартӑк шарлаттарса аслати авӑтса ячӗ, шалкам ҫумӑр пуҫланчӗ. Эпӗ йӑпӑр-япӑр купа айне кӗрсе лартӑм.
— Юра!.. Хӑратӑп! — кӑшкӑрать Инна.
— Кил эппин, ― терӗм те, ҫумӑра пӗчченех ларса ирттерме шутланӑскер, Инна валли те вырӑн хатӗрлерӗм.
Чӑл та чал ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати кӗрлет те шартлатать. Аҫа-ҫиҫӗм умлӑн-хыҫлӑн куҫа алчӑратрӗ.
— Ай, хӑратӑп эпӗ! — ҫӑтӑрр пӑчӑртаса тытрӗ мана юнашар пырса ларнӑ Инна. ― Ҫав тери хӑратӑп.
Хиреҫ пӗр сӑмах та чӗнместӗп.
— Каҫар ӗнтӗ, Юра, ― пӑшӑлтатрӗ хайхи хӗрача. ― Тархасшӑн, ан ҫиллен. Ун чух эп… лапталла вылянӑ чух… тарӑхса мар… Темшӗн сана… сансӑр кичем мана. Эпӗ вӗт…
Лӑпчӑнать те лӑпчӑнать ман ҫума Инна. Пӗр чӑрӑнмасӑр сӑмахлать. Туятӑп, чӗри унӑн хыттӑн-хыттӑн тапать. Ҫанҫурӑмӗнчен кӑвайт умӗнчи пек вӗри ҫапать.
— Юра!.. Инна! ― илтӗнчӗ кӗҫех атте сасси. Эпир купа айӗнчен тухрӑмӑр. Ҫумӑр чарӑннӑ иккен.
— Паян улӑхра ӗҫлейместпӗр пуль. Ларӑр, киле каятпӑр.
Урапа ҫине ларсан та, татти-сыпписӗр калаҫрӗ Инна. Эпӗ унран мӗншӗн ютшӑнса ҫӗренине те, меншӗн тарӑхнине те — йӑлтах каласа пачӗ аттене.
— Ай-яй-яй! — пуҫне пӑркаларӗ атте. ― Арҫын вӗт-ха эс, Юра. Юрамасть апла.
Читать дальше