— Акӑ малтанхи допрос протоколӗ. Ун чух ҫапла каланӑ эсир: «Вожатӑй ларнӑ пӗлӗме тӗрех кӗмерем эпӗ — ҫарӗҫ пӗлӗмӗнче пытанса тӑтӑм, сейфа хирсе лапчӑтрӑм…» Хӑвӑр алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
— Унашкал каламан эпӗ.
— Ҫак ирсӗр ӗҫе пӗччен турӑр-и? Е… кампа та пулин каварлашса?
— Пӗччен!.. Тӑр-пӗччен!.. — тарӑхса пӗрнисене шӑтӑртаттарчӗ Вадим. ― Ытла айван ҫын вырӑннӗ хуратӑр мана. Эсир те, леш следователӗ те… Йӑлтах ман каласа памалла. Эсир, ав, ҫыратӑр та ҫыратӑр. Тек пӗр сӑмах та каламастӑп. Шырӑр, тӗпчӗр, эп айӑплине ӗнентерӗр.
Ыйтса тӗпчеме, паллах, ҫӑмӑл мар. Унӑн вӑрттӑнлӑхӗ те нумай. Вӑл — следстви органӗсенче шутсӑр анлӑ сарӑлнӑ ӗҫ. Ыйтса пӗлсе ҫын айӑплипе айӑплӑ маррине ӗнентереҫҫӗ. Ҫынна тӗпченӗ чух ӑсталӑх та, пӗлӗлӗх те ытлашшинех кирлӗ. Тӗплӗн хатӗрленмелле тата. Ӑнӑҫлӑ тытӑнтӑм-и-ха эп ку ӗҫе? Ҫук ҫав, Ухватовпа калаҫма ним чухлӗ те хатӗрленмерӗм. Следстви материалӗсемпе паллашрӑм та ӑна хам пата чӗнтертӗм. Кӑтартӑвӗ те, акӑ, куҫ умӗнче — унран пӗр ҫӗнӗ сӑмах та илтеймерӗм, вӑхӑта пустуй ҫеҫ ирттеретӗп, хут варалатӑп. ӗлӗм те капла аппалансан, ирсӗр ӗҫ тӑвакансене пӗрне те тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймӑп. Вӑр-вартарах та тимлӗрех, ӑслӑрах та тавҫӑруллӑрах пулмалла. Айӑпланаканӑн чунне уҫмалла. Вӑл сана шантӑр, ӗнентӗр.
Ҫырма чарӑнса, допрос протоколне аяккалла сирсе хутӑм. Алӑри ручкӑна та сӗтел ҫине пӑрахрӑм.
Ухватов тӗрленсе ларчӗ те мана шӑтарасла пӑхрӗ. Сассӑма хӑпартасса, сӗтеле ҫапса кӑшкӑрасса кӗтрӗ-тӗр.
— Эсир спорта пит юрататӑр иккен, ― калаҫӑва малалла тӑсрӑм эпӗ. ― Районта кӑна мар, республикӑра та кӗрешессипе мала тухнӑ. Йӗтре ывӑтассипе те…
— Эпӗ кӑна-и? Виҫҫӗмӗш ҫул совхоз спортсменӗсем ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ, дипломсем илсе таврӑнаҫҫӗ, ― терӗ Вадим чӗрӗленсе.
— Совхозри спорт клубне те Ухватов тӑрӑшнипе уҫнӑ терӗҫ. Тӗрӗс-и ку?
— Пулнӑ. Ун пекки те пулнӑ.
— Профсоюз комитечӗ хаклать сире, айӑпа ҫӑмӑллатма ыйтать. Судра хӗтӗлеме ҫын та уйӑрнӑ.
— Пӗртен-пӗр савӑнӑҫӑм та спорт кӑна ман. Ывӑлӑма та спорта явӑҫтараттӑм…
— Ывӑл пурри савӑнӑҫ мар-и тата?
— Ывӑл… Юрататӑп ӑна.
— Ывӑлӑрпа курнӑҫтармалла мар-и сире? Арӑмӑр та…
— Ҫук, ҫук! Кирлӗ мар. Арӑма эпӗ…
— Улталарӑн-и?
— Кураймастӑп эп ӑна.
— Ма апла тата? Юратса пӗрлешнӗ-ҫке-ха пирвай.
— Юратса?.. — ман сӑмаха пӗлсех калаҫрӗ Ухватов. ― Ҫапла, ҫемьеллӗ эпӗ. Ача та пур. Кашни каҫах пӗрле. Ытти арӑмсем пекех ыталать вӑл мана, ачашланать. Ҫепӗҫ сӑмахсем те калать. Эп вара пурпӗрех хӑнк та тумастӑп. Мӗншӗн тесен пирӗн хушӑмӑрта — пӑр. Ҫав пӑр пӗтӗм ҫанҫурӑма шӑнтса тӑрать.
Вадим каллех пирус ыйтрӗ, йӗҫӗ тӗтӗме антӑха—антӑха ҫӑтрӗ.
— Арӑм та кунӗн-ҫӗрӗн асапланать. Тертленет. Хӑй ҫакна пӗртте палӑртасшӑн мар. Ӗҫчен те сӑпайлӑ пулма, хунямӑшне юрама, упӑшки чӗрине парӑнтарма тӑрӑшать. Ир-ирех тӑрать те хуҫалӑха тирпей-илем кӗрет, апат пӗҫерсе лартать, уроксем ирттерме хатӗрленет. Хам та хӗрхенетӗп ӑна. Уйрӑлса кайтӑр пӗрех хут тесе, кӗпе-тумтире автол-соляркӑпа варалатӑп. Ҫук, йӗрӗнмест те пулас. Тап-таса ҫуса тасатать, ҫемҫе тӗшек ҫинех вырттарать. Эх, тӗсет, шеремет, тамӑк хуранӗнче ӑшталанать. Пирӗшти пек хӗр вӑхӑтсӑрах ватӑлчӗ.
— Хӗрхенетӗн пулсан, ма апла хӑтланатӑн? Кала-ха, мӗншӗн-ха апла?
— Ма ҫав… Тӗрӗссипе каласан, кашнин хӑйӗн курмӑшӗ. Вырӑн ҫинчен сиксе тӑратӑп та кӑпӑр-капӑр тумланатӑп. Арӑма ҫаврӑнса та пӑхмастӑп, пӗр сӑмах та хушмастӑп — ӗҫе тухса чупатӑп.
— Эх, Ухватов, Ухватов… Юратать сана арӑму.
Эсӗ ав…
— Юратать? — кӑрт сиксе илчӗ Вадим. ― Юрату мар ку. Ку вӑл — чӑн-чӑн спектакль. Сцена ҫинче те юрататӑп теҫҫӗ, ыталаҫҫӗ, чуптӑваҫҫӗ. Хӑйсем — авланнӑскерсем, упӑшкаллӑскерсем. Чаршав хупӑнсан тумланаҫҫӗ те, театртан тухса, киле васкаҫҫӗ. Ман арӑм та — артист. Сцена ҫинче мар, кулленхи пурнӑҫра «арӑм» рольне вылять. Юратмастӑп эп ӑна. Вӑл та…
— Апла-тӑк, ма пӗрлешрӗр?
Ухватов, вӑрӑммӑн сывласа, хӑй епле авланнине аса илчӗ.
Вадим сарлака хул-ҫурӑмлӑ та кӗрнеклӗ йӗкӗт. Ял-хуҫалӑх институтӗнче кӑна мар, хулара та палӑрнӑ спортсмен. Пур ӑмӑртӑва та хутшӑнать вӑл. Пуринче те ҫӗнтерет. Тытӑнаҫҫӗ ҫеҫ, Вадимпа кӗрешекенӗ, урисемпе тапкаланса, кавир ҫинче выртать. Хӑш вӑхӑтра ҫавӑрса ҫапать Вадим, мӗнле мелпе усӑ курать — пӑхса тӑракансем асӑрхаса та юлаймаҫҫӗ. «Маттур! Чӑн-чӑн кӗрешӗҫӗ!» — тесе алӑ ҫупаҫҫӗ.
Еҫчен те Вадим, ҫаврӑнӑҫуллӑ та. Алли тем те ӑсталама пӗлет. Хӗрсем ӑна магнитлӑ лента ҫине сасӑ ҫыракан аппаратсем, грампластинка калаттармалли хатӗрсем юсаттараҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен авланса ярасси те унӑн ҫав ӗҫпех ҫыхӑннӑ.
Читать дальше