— Ку Улӑпӗ вара? — пӗлме тӑрӑшрӗ Алмас.
— Кун пирки темле халап та ҫӳрет, — терӗ мӑчавӑр. — Атте мана ҫапла каласа панӑччӗ: «Тахҫан ӗлӗкех чӑвашсемпе юнашар ытти халӑхсем те пурӑннӑ. Пӗрин пуҫлӑхӗ Эсрел ятлӑскер пулнӑ тет. Пӗррехинче вӑл Улӑпа хӑй патне хӑнана чӗнет. Лешӗ килӗшет, кӳршӗсемпе лайӑх пурӑнмалла вӗт-ха. Тутлӑ ҫимӗҫпе хӑналанӑ хушӑра Эсрел ҫапла калать тет: «Эсӗ те вӑйлӑ, эпӗ те вӑйлӑ, атя иксӗмӗр пӗрле пӗтӗм тӗнчене ҫӗнсе илер. Вара пирӗнтен асли, пирӗнтен пуянни никам та пулмӗ». «Ку маншӑн пачах кӗтмен сӑмах, шутласа пӑхӑп-ха», — тет Улӑп. Каялла таврӑнма тӑрсассӑн Эсрел ӑна ҫӗр выртмасӑр ан кай-ха тесе ӳкӗтлет. Лешӗ куҫне хупсассӑнах пӗр тухатмӑш хӗрарӑм ӑна вӑранмалла марах ҫывратса ярать. Вӑт ҫапла, те тӗрӗс, те урӑхла — калама пултараймастӑп.
Улӑп ҫывӑрса кайсанах Эсрел чӑвашсене хирӗҫ вӑрҫӑпа килет. Вӑйлӑ ҫапӑҫаҫҫӗ, анчах Улӑп ҫукки сисӗнет ҫав. Эсрел ҫӗнтерет. Чӑваш нуши шӑпах ҫавӑнтан пуҫланать те ӗнтӗ. Пӗтӗмпех Эсрел мӗн хушнине туса пыма тивет, турхансене те вӑлах суйласа лартать.
Миҫе хутчен Улӑпа вӑратма хӑтланман пулӗ чӑвашсем, ӗҫ тухман. Керем патне ҫитсе вӑрттӑн сӑнаса тӑракансем те пулнӑ, анчах кӗреймен. Пӗрисем ҫавӑнтах выртса юлнӑ, теприсем аран-аран тарса ҫӑлӑннӑ.
Турханпа мӑчавӑр вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: ку хутӗнче те Улӑп патне ҫитеймесессӗн, кунтан тармах тивет.
Озал килсе кайнӑранпа вӑхӑт нумай та иртменччӗ, каялла вӗҫтерсе те ҫитрӗ. Ку хутӗнче вара илемлӗ кӳмепе. Унпа пӗрле юланутҫӑсем — тӗреклӗ нӳкерсем. Шӗвӗр сӑнӑ вӗҫӗсем хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, хӗҫҫисем те ҫирӗп хурҫӑран. Таврара халӗ вӗсене хирӗҫ тӑма пултаракан вӑй ҫук. Мӗн тӑвас теҫҫӗ, ҫавна тума пултараҫҫӗ, никамран та нимӗн те ыйтса тӑмаҫҫӗ.
Акӑ, кӳме кӳлнӗ лашасем Ватрас килӗ патне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Кӗтсе илекенсем вара йышлӑнах мар, турханӑн ҫывӑх тарҫисем кӑна. Усал хыпар утпа ҫӳрет тенӗ пек, ял ҫыннисем кунталла кам ҫывхарнине сиссессӗнех килӗсене тарса кӗнӗ, хӑшӗ-пӗри пытанма та шут тытнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, Эсрел енчен ырӑпа килекен пулас ҫук.
Кӳмерен малтан Озал тухрӗ, ун хыҫҫӑн — ҫамрӑк хӗрарӑм. Кӗтмен хӑна Ватрас патне пырса алӑ пачӗ те: «Ку манӑн арӑм пулать, Селиме ятлӑ», — терӗ.
Лешӗ пиҫнӗ ҫӗмӗрт пек хура куҫӗсемпе турхан ҫине именӳллӗн пӑхса илчӗ те пуҫне пӗкрӗ. Ак тамаша, Ватрас чӗрине темӗскер чӗпӗтсе илнӗ пекех туйӑнса кайрӗ. Мӗншӗн ҫак чиперкке питӗ палланӑ ҫын пек курӑнать. Пысӑк куҫсем, ҫӳхе тута, илемлӗ янах шӑмми…
— Пӑрчкан ӑҫта? — ыйтрӗ Озал.
— Пӳртреччӗ пулас, — терӗ Ватрас.
— Кӗрер апла, — аллине сулчӗ Озал ҫамрӑк арӑмӗ ҫине пӑхса илсе.
— Эй, хӗрарӑмсем, ӑҫта эсир, — кӑшкӑрчӗ кӗнӗкӗменех Ватрас.
Тӗпелтен Амине тухрӗ.
— Пӑрчкан ӑҫта тата?
— Кунтах-ха, — илтӗнчӗ хӗрарӑм сасси.
Кӗҫех хӑй те курӑнса кайрӗ. Селиме чӑтса тӑраймарӗ, анне! тесе чупса пычӗ те Пӑрчкана ыталаса илчӗ.
— Селиме, эсех-и ку, хӗрӗм? — терӗ амӑшӗ чӗтрекен сасӑпа. Иккӗшӗн те куҫӗсем шывланчӗҫ.
— Анне, сана илме килтӗм. Текех эпӗ тарҫӑ мар, Озал арӑмӗ, — пӗлтерчӗ хӑйӗн ырӑ шухӑшне Селиме. — Упӑшкам та кунтах.
— Эпӗ те кунтах, — сасӑ пачӗ Озал.
— Ав мӗнле иккен ӗҫсем, — терӗ Пӑрчкан хӑвӑрт капланса килнӗ ҫиллине чарса. Озал ятне илтсенех пӗтӗм ӳтне сивӗ ҫапрӗ. Эппин вӑл хӑй хӗрне качча илнӗ. Лешӗ, паллах, пӗлмест. Тен, пӗлмелле те мар. Ҫапла лайӑхрах та пулӗ. Халӗ пурпӗрех нимӗн те тума ҫук. Пӑрчкан хаш! сывласа илчӗ те лӑпланчӗ.
— Кӑмӑлу пулсассӑн эпӗ хирӗҫ мар, — сасӑ пачӗ Озал.
— Анне, манӑн санпа пӗрлех пурӑнас килет. Хӗрӳ текех чухӑн мар.
— Пӗрле пурӑннине мӗн ҫиттӗр ӗнтӗ, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Амине кӗтнӗ самант ҫитнишӗн хӗпӗртесе.
Сӑлтавӗ пурах ҫав. Пӑрчкан кунта пурӑнма пуҫлани килти лару-тӑрӑва самаях улӑштарчӗ пек. Те Аминешӗн кӑна ҫапла пек туйӑнать, те чӑнах та ҫавӑн пек. Хӗрарӑм чӗри сисетех ҫав. Ватрас Пӑрчкана хӗрхенни паллӑ-ха ӗнтӗ. Анчах ҫак хӗрхенӳре темле кӑмӑл турамӗ те пур пек. Ӗлӗкхи юрату туйӑмӗ пачах сӳнмен пулас. Тепӗр чухне тата Ватрас Пӑрчканшӑн тем тума та хатӗр пек туйӑнать. Ҫитменнине тата ачисем те хӑвӑрт хӑнӑхса ҫитрӗҫ, Пӑрчкан аппа та Пӑрчкан аппа тени кӑна илтӗнет. Уйрӑмах Алмас килӗштерет. Иккӗшӗ калаҫса ларнине Амине пӗрре ҫеҫ курман. Пӑрчканӗ те ютшӑнми пулчӗ, суккӑр пулсассӑн та алӗҫпе те пулин пулӑшма тӑрӑшать. Акӑ, нумаях пулмасть Алмас валли хӗлле тӑхӑнмалли ӑшӑ кӗпе ҫыхса пӗтерчӗ. Халӗ вара Калима валли вӑрӑм чӑлха ҫыхать.
Тепӗр тесессӗн, Аминен кӗвӗҫме сӑлтавӗ пысӑках та мар пек. Йывӑр хуйхӑпа хуҫӑлнӑ куҫсӑр хӗрарӑм Аминепе танлашма пултараймасть ӗнтӗ. Ҫав хушӑрах ҫынсем калаҫнине илтсессӗн…
Читать дальше