Хресчен йӑли ерекен чирпе пӗрех: пӗр ҫӗрте ҫухалсан та тепӗр ҫӗрте сиксе тухать. Вӗсем хӑйсем ҫурт лартма шухӑшларӗҫ. Машинӑ хӑй ӑллинче, йывӑҫ ура айӗнче. Ҫапах ҫурт-йӗр ҫавӑрасси пӗр кана ҫывӑрасси мар, кивҫене те ярать, тарне те пӑчӗпех юхтарать. Пӳрт пулсан — хуралтӑ хутшӑнать, мунча тусан, лаҫ та хӑпарать. Хуҫалӑхра тыр-пул та, аш-пӑш та пур. Тепӗр чухне ҫӑнӑх кункрине лартма та вырӑн тупаймастӑн, каткисем те ура айӗнче. Ҫавӑнпа кӗлет те кирлех. Йӳҫӗтнӗ купӑста, хӑяр, помидор сакайӗнче ҫемҫелет. Усрама пулать ӗнтӗ ҫур ҫул енне. Кайран? Кӑмӑсланать, пӑсӑлать. Пӗрре кӑларса тӑкнишӗн тарӑхатӑн, тепре… Анкарти хыҫӗнчи ҫырмарах чул. Юманне унта-кунта кайсан хуркаласа килетен, акӑ сана нӳхреп пулчӗ те.
Халь парторг кил хушшине кӗрсен, кунта тӗп килтен пурлӑхсӑр уйрӑлса тухнӑ ҫын мар, ӗмӗрхи ҫӗрме пуян пурӑнать тейӗн. Ҫерҫи те аран ҫеҫ вӗҫсе тухмалла. Ҫурчӗн пӗренисем шултра, хапха патӗнчен ҫенӗк патне ҫитичченех виҫӗ хӑма хурса сарнӑ сарлака тротуар. Ӑна ҫулла ҫеҫ мар, хӗлле те Нина ҫусах тӑрать.
Виссарион Маркович районта ятсӑр ҫын мар. Вӑрманпромхозра чи малта пыракан шофер пулнӑ, ӑна район Совечӗн депутатне те суйланӑ. Чӗлхи-ҫӑварӗ ҫаврӑнать. Ҫара кайичченех тӑххӑрмӗш класран вӗренсе тухнӑ та… Ӗҫлемелле пек ҫыннӑн унтах: машинӑ кивӗ-и, пурнӑҫӗ начар-и… Прыгунов колхоза килсен, тепӗр икӗ уйӑхранах яла куҫрӗ вӑл. Ӑна халь ҫеҫ туяннӑ «ГАЗ-51» автомашинӑна шанса пачӗҫ. Ҫапла таврӑнчӗ ҫын колхоза. Колхоз председателӗ сӗннипе ӑна малтанхи кӗркуннех парти организацин секретарьне суйларӗҫ. Унтан ытла ҫын кирлӗ те мар: ҫаврӑнӑҫуллӑ, кирек кампа та пӗр чӗлхе тупать, — терӗҫ. Колхоз «ГАЗ-69-А» текен ҫӑмӑл автомашинӑ туянсан, унпа ӗҫле пуҫларӗ. Ӑҫта председатель — ҫавӑнта парторг. Кӗркунне, колхоз тракторсем туянсан, ӑна бригадира лартрӗҫ. Ан тив, хальхи суйлавра ӑна депутата суйламан пултӑр, ячӗ пачах та чакмарӗ-ха. Юлашки вӑхӑтра ҫеҫ ялта килтен киле, ламран лама хыпар-хӑнар сарӑлчӗ: «Виссарион Маркович ӗҫет».
— Ӗҫтерсен, кам ӗҫмест.
— Пурнӑҫӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ӗҫет.
— Ӳсӗр выртнине кам курнӑ?.. — калаҫрӗҫ ҫынсем.
…Хӑнасем нумай кӗттермерӗҫ. Сухалне ӳтне кӑвак тӗс ҫапичченех хырнӑ Трофим Матвеевич малтан каҫрӗ. Ун хыҫҫӑнах тутӑрпа кучченеҫ чӗркесе йӑтнӑ, Светланӑна ҫавӑтнӑ Марье те ҫитрӗ. Иккӗшӗ те чупнӑ, хашкаҫҫӗ. Хӗреснамӑшӗ ҫӳхе пальто тӳмине те тӳмелемен, ярапаллӑ пурҫӑн тутӑрне пуҫ ҫине ҫеҫ хурса янӑ.
— Атте, кур! Атте, кур! — сиккелерӗ ҫӗнӗ платйӗ тӑхӑннӑ Светлана. — Пӗл, кам илсе панӑ?
— Иртен-ҫӳрен чикансем пӑрахса хӑварнӑ пуль, — шӳтлерӗ ашшӗ.
— Эс ху чикан. Калама та пӗлместӗн. Цыган, теҫҫӗ. Хӗреснапай панӑ, — вӑрт ҫеҫ чупса кайрӗ вӑл хаҫатпа ларакан хӗреснашшӗ патне. Вара хаҫатне туртса илсе сӗтел ҫине ывӑтрӗ, мӑйӗнчеп яп! ҫеҫ ыталаса илчӗ. Лешӗ ӑна ачашшӑн чӗрҫи ҫине лартрӗ, кӑвак лентӑпа ҫивӗтленӗ ҫивӗт вӗҫӗпе Светланӑна хӑйнех кӑтӑклама пуҫларӗ.
— Ҫухал ҫук. Пулсан чиктермелле, — кулчӗ председатель.
— Сухал пулсан пымас та.
— Кирлехчӗ эс мана иккӗ паллӑсем илекенскер.
— Ан суй! Ман иккӗ паллӑсем ҫук. Эс мана юратан вӗт. Ҫапла-и, хӗреснатте?
Виссарион Маркович Светлана ҫине пӑхса ларчӗ. Тӗлӗнмелле унран: халь те ҫичӗ ҫулхи пек. Ун ҫулӗнчи ачасем вӑтанма, ютшӑнма пуҫлаҫҫӗ, ку вӑтанмасть.
Тулти ӗҫсене пӗтернӗ кил хуҫи арӑмӗ — Нина кӗчӗ. Ҫӗнӗ платйӗ тӑхӑннӑ Светланӑна курсассӑнах икӗ аллине шарт ҫапрӗ, кӳрӗннӗ пит-куҫӗпе Марье енне ҫаврӑнчӗ. Сасси ун уҫӑ, кӑшт хулӑнрах. Ахальтен мар ҫав юрӑ юрлама юратакан хӗрсем ӑна юрӑ пуҫарма ыйтаҫҫӗ.
— Кума, мӗн тӑккаланатӑн пустуй. Кашни ҫулах икшер-виҫшер парне парса ачана ачаша вӗрентетӗн. Ку пирӗн вӑл, — упӑшки ҫине кӑтартрӗ Нина, ача валли мар, ман валли те ӗмӗрӗнче япала илмен. Укҫи пулсан та, запчасть кӑна туянать…
— Эс чипертерех… Мана критиклекенсем сансӑрах нумай, — куларах тавӑрчӗ Виссарион Маркович.
— Сана…. Сана критиклемелле. Хӑнасем килнӗ, вӗсене пӗчӗк пӳртре лартать. Айтӑр, лере пурте хатӗр. Ку вӑл пирӗн… Ҫынсен арҫынӗсем халиччен ӗҫтерме пуҫламалла.
— Таҫти хӑнасемех мар. Ӗлкӗрӗпӗр тем тума та, — тавӑрчӗ Марье.
Мӑн пӳрте икӗ пӳлӗме пайланӑ. Алӑкран кӗрсенех зал. Сӗтелӗ урай варринче. Тавраллах таянмалли пукансем. Маччине белилӑпа шуратнӑ, урайне охрӑпа сӑрланӑ, килте тӗртнӗ кавирсем сарнӑ.
Хитре чечеклӗ ҫи виттипе витнӗ сӗтел хушшине ларчӗҫ. Виссарион Маркович черккесене эрех тултарчӗ. Хӑйне валли стакана ячӗ.
— Пире, шоферсене, хамӑр дозӑ, сире, хӗрарӑмсене, черкке.
Светланӑна «урра» йӑтрӗҫ, юлашкинчен тата Трофим Матвеевич ӑна маччаналла пӗр икӗ хут ывӑтса илчӗ.
Читать дальше