Радио шӑпланчӗ.
Вырӑн ҫинчен тӑрса, кил хушшине тухрӑм.
Ҫанталӑк уяр. Тӗпе янкӑр тӑрӑ. Ватӑ йӑмра тураттисем хушшипе хӗвел пайӑркисем ӗкнӗ. Лисук кинемей пуртӑ тытнӑ та вутӑ ҫурать. Кач та кач тутарать. Пӗрре аялалла пӗшкӗнет, тепре тӗрленсе тӑрать. Ҫук, вут сыпписем пурпӗрех ҫурӑласшӑн мар. Эпӗ кинемей патне пытӑм.
— Пар-ха пурттуна. Хул-ҫурӑма хускатам кӑштах, ― терӗм те ун аллинчи пуртта ярса тытрӑм.
— Канлӗн ҫывӑраймарӑн эппин. Пилӗк сехетпех вӑрантӑн. Радио тӑратрӗ пуль. Сӗнтерме маннӑ ҫӗркаҫ, ― тарланӑ ҫамкине саппун вӗҫӗпе шӑлса илчӗ Лисук кинемей. ― Ку вутта совхоз кӗрсе пачӗ. Виҫӗмкун пӑрҫа ҫапрӑмӑр. Вӑрах утсан, ура сыпписем ыратаҫҫӗ те, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче киле килмерӗм, йӗтем ҫинчех кантӑм. Вӗри апата йӗтем ҫинех илсе пычӗҫ тата. Каҫхине килтӗм те шалт тӗлӗнтӗм: пӗр машина вутта вакланӑ хунӑ. Макар тракторист тӑрӑшнӑ тет. Ывӑлӑмпа питӗ туслӑччӗ хӑй.
Тар тухичченех ӗҫлерӗм, вут сыпписене шарт та шарт тутартӑм. Пуленкесене кинемей сарай умне купаларӗ.
Эпӗ ҫӑвӑннӑ вӑхӑтра Лисук кинемей ирхи апат хатӗрлерӗ: сӗтел ҫине купӑста яшки пырса лартрӗ, шӑрттан касса хучӗ, чей вӗретрӗ.
Ватӑлнӑ пулсан та, кил-ҫурта тирпейлӗ тытать вӑл. Чӗрече кантӑкӗсене тап-таса ҫуса тасатнӑ — тӗкӗр пек йӑлтӑртатаҫҫӗ. Урай хӑмисене халь тин савапа саваланӑ тейӗн — шап-шурӑ. Кӗнеке шкапӗ ҫийӗнче те, шифоньер хыҫӗнче те — ниҫта та тусан ҫук.
Стена ҫинчи сехет ҫиччӗ ҫапрӗ. Кӗҫех ман ял Советӗнче пулмалла, уголовнӑй розыск начальникӗпе курнӑҫмалла.
— Атя апатланар, ― терӗ вара Лисук кинемей, мана хыҫалти пӗлӗме чӗнсе. ― Совхоз столовӑйӗ вуникӗ сехетре тин уҫӑлать.
Хыҫалти пӗлӗмре те хӑтлӑ. Сехетпе юнашар икӗ портрет ҫакӑнса тӑрать. Пӗри — хӗрӗхелле ҫывхарнӑ капитан, тепри — вунтӑххӑр-ҫирӗмсенчи аслӑ сержант. Иккӗшӗ те тулли сӑн-питлӗ, сарлака ҫамкаллӑ.
Эпӗ сӑнӗкерчӗксемпе интересленнине Лисук кинемей те асӑрхарӗ.
— Вӗсем мӑшӑрӑмпа ывӑлӑм. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, госпитальтен тухсан, упӑшка икӗ уйӑх килте пурӑнчӗ. Ҫавӑн чух йывӑрлантӑм. Ывӑлӑма та кураймарӗ, апӑрша. Ялтан тухса кайсан, тепӗр ултӑ уйӑхран, ҫапӑҫу хирӗнче пуҫне хунӑ. Пӗртен-пӗр шанчӑкӑм та ывӑлӑмччӗ. Сирӗн пекех тӗреклӗ ӗсрӗ, ӗҫе юрататчӗ. Ҫара кайрӗ те — таврӑнаймарӗ. Чикӗри вӑрӑ-хураха тытнӑ чух вилнӗ. Тепӗр икӗ уйӑхран ҫак медале ярса пачӗҫ, ― «Хастарлӑхшӑн» медаль кӑларса кӑтартрӗ Лисук кинемей, унтан сӗтел ҫине пӗр кӑкшӑм сӑра кӑларса лартрӗ.
— Хӑнасем пур-и-мӗн? — ыйтрӑм эпӗ.
— Эсир вара хӑна мар-им? Вут ҫурса патӑр тата. Уйкасра йӑли ҫапла: ӗҫлесе паракана сӑйламалла.
— Ӗҫместӗп, Лисук кинемей. Уйран пулсан, уйран кӑларса пар.
Часах вӑл уйран ӑсса кӗчӗ, хуппине шуратса пӗҫернӗ ҫӗрулми лартрӗ.
Эх, еплерех кӑмӑлласа ҫирӗм вара уйранпа ҫӗрулмине! Шӑрттанран та паха апат ку маншӑн.
Кил хуҫине тав турӑм та ял Советне тухса утрӑм.
Уголовнӑй розыск начальникӗ ҫитме те ӗлкӗрнӗ-мӗн, ― пӗчченех хаҫат вуласа ларать. Мана курсан, тӗрленсе тӑрсах сывлӑх сунчӗ.
— Телейлӗ эпӗ. Шутсӑр телейлӗ. Ывӑлӑм пит маттур ҫуралнӑ. Арӑм та йӑл-йӑл кӑна кулкалать. Пӗр сӑмахпа, савӑнӑҫ!
Ял Советне милици лейтенанчӗ йӑраланса ҫитрӗ. Кӗпи-тумтирӗ лӗчӗркенчӗк хӑйӗн. Питҫӑмартисем кӗрхи палан пек хӗрлӗ. Эпӗ тимлесе пӑхнине сиссе, уҫӑ кантӑк умнерех пырса вырнаҫрӗ вӑл.
— Паллашӑр: прокуратура следователӗ, Назаров Юрий Иванович, ― пуҫне сӗлтрӗ милици капитанӗ ман еннелле.
— Кулагин, ― терӗ лейтенант. ― Уйкасра пурте йӗркеллӗ: шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнаҫҫӗ, ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ.
— Йӗркеллех мар ҫав, ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ, ― килӗшмерӗ унпа капитан.
— Ухватов-и? Емӗрте пӗрре пулакан япала ку. Ӑна та ирӗкре нумай ҫӗреттермерӗмӗр, тепӗр куннех ярса тытрӑмӑр, вӑл айӑплине ӗнентерсе-ҫирӗплетсе патӑмӑр. Ӗҫсем витерӗллӗ пулса тухрӗҫ.
— Ухватов кӑна мар-ха, ытти япӑх хыпарсем те пур, ― калаҫӑва хутшӑнтӑм эпӗ. Ӗнерхи канашлура уйкассем епле ӗпкелешнине йӗркипе каласа патӑм. Кулагин мана пӗлмерӗ, тимлӗн тӑнласа ларчӗ, унтан, ура ҫине тӑрса, хӑлха таран хӗремесленсе, канашлура калаҫнӑ ҫынсене хӑртма тытӑнчӗ:
— Пустуй лӑпӑртатаҫҫӗ вӗсем. Пустуй шуйханаҫҫӗ. Кушак ҫухалсан та, ман пата пыраҫҫӗ, упӑшки ыталама пӑрахсан та, мана ыйхӑран вӑратаҫҫӗ. Хӑйсем сапаланчӑк вӗсем. Хӑйсем йӑкӑртаҫҫӗ. Столовӑя ҫаратрӗҫ ак. Шӑршӑ-маршӑ ан пултӑр тесе, урайне махорка сапса хӑварнӑ. Аякран килнӗ вӑрӑ пулсан, ӑна-кӑна тиркемест — йӑлт ҫапса-ҫӗмӗрсе пӗтерет. Кунта вара кантӑкне те асӑрханса, резина перчетке тӑхӑнса кӑларнӑ, тӑпрас ҫине майлаштарса тӑратнӑ. Ют ҫын пулсан, кантӑка аяккалла вӑркӑнтарать, махорка та сапса чӑрманмасть. Уйкас столовӑйӗнче ӗҫлекенсем чее вӗсем: милици уйрӑмӗнче йӗрлекен йытӑ пуррине пӗлеҫҫӗ. Хӑйсем, йӑлтах хӑйсем айӑплӑ!
Читать дальше