Аскольд Де Герсо - Асамла тенче

Здесь есть возможность читать онлайн «Аскольд Де Герсо - Асамла тенче» — ознакомительный отрывок электронной книги совершенно бесплатно, а после прочтения отрывка купить полную версию. В некоторых случаях можно слушать аудио, скачать через торрент в формате fb2 и присутствует краткое содержание. ISBN: , Жанр: russian_contemporary, на русском языке. Описание произведения, (предисловие) а так же отзывы посетителей доступны на портале библиотеки ЛибКат.

Асамла тенче: краткое содержание, описание и аннотация

Предлагаем к чтению аннотацию, описание, краткое содержание или предисловие (зависит от того, что написал сам автор книги «Асамла тенче»). Если вы не нашли необходимую информацию о книге — напишите в комментариях, мы постараемся отыскать её.

В книгу вошли недавние прозаические произведения, в которых отражена жизнь нашего общества на рубеже двадцатого и двадцать первого веков.

Асамла тенче — читать онлайн ознакомительный отрывок

Ниже представлен текст книги, разбитый по страницам. Система сохранения места последней прочитанной страницы, позволяет с удобством читать онлайн бесплатно книгу «Асамла тенче», без необходимости каждый раз заново искать на чём Вы остановились. Поставьте закладку, и сможете в любой момент перейти на страницу, на которой закончили чтение.

Тёмная тема
Сбросить

Интервал:

Закладка:

Сделать

Путап мучи хăнăхнă йăлапа хăй çине хĕрес хыврĕ, унтан çаврăнчĕ те алăка уçса пÿрте кĕчĕ. Пÿртрен ăшшă туртса илнĕ пулсан та, тултан кĕрсен аванах ăшă халĕ. Ыйха путнă кинеми вăл çÿренине сисмесĕрех юлчĕ. Хăйă та вăл çÿренĕ майăн сÿнсе ларас патне çитнĕ, унăн кăварланнă пуçĕ мĕльт-мĕльт турĕ те çурт тĕттĕмлĕхе путрĕ. Тĕпелте çамрăк йывăррăн сывлани илтĕнет. Мучи кантăк патĕнчи сак çине выртса шухăша кайрĕ.

Майĕпен шурăмпуç та çуталса килчĕ, тăман лăпланчĕ, çĕр çинче çĕнĕ кун пуçланчĕ. Путап мучи сак çинчен тăрса çамрăк патнелле çывхарчĕ. Мĕнле вырттарса хăварнă çав-çавах выртать вăл. Пит-куçĕ путса кĕнĕ мăнтарăнăн. Тултан вут пуленисене юртан шаккаса илсе кĕчĕ те мучи, кăмакана хутса ячĕ. Çулăм малтан хăюсăррăн тĕкĕнчĕ пуленесене, унтан вăй илсе аванах хыпăнса кайрĕ. Ялкăшса çунаççĕ пуленесем, çийĕнчех пÿртре те ăшă пулса кайнăн пулчĕ.

Те çавăнпа, çамрăк темĕн сас панă пек пулчĕ, ватă тимлĕнрех итлерĕ: ассе до, ассе до. Нимĕн те ăнланмарĕ мучи, ют чĕлхе ют чĕлхе çав. Путап мучи салтакра та пулнă, унтан хулана та пĕрре çеç мар тухса çÿренĕ, ку йышши сăмахсене илтмен. Ерминккесене пĕрре кăна кайман вĕт вăл. Тутар та мар, мăкшă та мар, вĕсен чĕлхисене кăшт та чухлать-çке вăл. Пачах урăх.

Хăмпă карнă чÿречерен çутă кĕме пуçласан ватă тинкеререх пăхрĕ, сăнарĕ. Курчĕ те – хăраса ÿкрĕ, çийĕнчех виçĕ хутчен хĕрес хыврĕ. Ара, çамрăкăн тутисем çинче тĕс те çук, çамки çине тар тапса тухнă. Çавă çеç кĕлеткере чун пурнăçшăн кĕрешнине палăртса тăрать. Ак каллех çамрăк: ассе до, ассе до, тесе чĕнчĕ. Кинеми ыйхăран вăраннăскер:

– Путап, тен, шыв ыйтмасть-ши вăл? – терĕ.

Темле шалти туйăмпа Путап мучи хăй те çавнашкал шутланăччĕ ĕнтĕ, при таткине нÿретрĕ те унпа çамрăкăн тутисене йĕпетрĕ. Пулăшрĕ-ши, çук-ши, çамрăк пĕр кана шăпланчĕ.

…Çавăн пек уйăх ытла иртрĕ. Пылпа сиплев курăкĕсен вăйĕ сая каймарĕ курăнать, çамрăк тăрса ларакан пулчĕ. Ун пирки килсе тĕпчекен пулмарĕ. Манăçрĕç ахăр тата кама кирлĕ çын пулĕ вăл. Куç умĕнчен çухалнă – юранă та. Вăл часах пÿртре унтан-кунтан тытăнса çÿрекен пулчĕ. Путап мучи вара ăна пĕчĕккĕн чăваш сăмахĕсене вĕрентме пуçларĕ. Пурнăç хăй еккипе малалла пычĕ. Лешĕ кăшт ăнкартакан пулсан, мучи тĕпчеме пикенчĕ: кам пулать, хăш таврашран, сахал-и-мĕн ютран килнĕ çынран ыйтса пĕлмеллисем. Петербурх хулинчен тесен тĕлĕнсе кайрĕ Путап мучи, ăçтан-ăçтан хĕл кунĕнче çул тытнă. Мускавĕ ăçта та, Петĕр паша хули унтан та инçетре-çке. Ку пирки илтнисем пур ĕнтĕ.

– Патша майрин влаçне юраймасăр хуса янă граф пулатăп эпĕ. Де Герсо йăхĕнчен пырать пирĕн несĕл. Жан этьен Мари тесе чĕнеççĕ мана, сирĕнле Иван пулатăп, – вĕçлерĕ çамрăк сăмахсене.

– Эх, пурнăç, – ассăн сывларĕ ватă, – мĕскер кăна курма тивмест-ши пурăннă пурнăçра? Çемьÿ пур-и вара сирĕн? – шăп кăшт ларнă хыççăн татах сăмах хускатрĕ Путап мучи. Ара, хăçан та пулсан ун патĕнче çавăн пек те чаплă çын пурăнасса пуçа та илмен-çке вăл.

– Вĕсем тепĕр çуна çинчеччĕ. Чирлесе ÿкиччен пĕрлеччĕ, малаллине пĕлместĕп. Сирĕн патăра та мĕнле килсе çитсе ÿкнине те чухласа илейместĕп, тĕлĕкри евĕр кăшт астăватăп. Йăлтах пăтранса пĕтрĕ пуçăмра. Хăш таврара эпĕ халĕ?

– Мĕнлерех килсе тухнине каярахпа каласа парăп… Пĕкĕлме уесĕнче эсир халĕ. Эпир кунта ултă-çичĕ килĕ çеç. Харпăр хăйĕн хуçалăх. Вырăнĕ ытла та илемлĕ кунта, – Путап мучи таçта инçетелле тинкерчĕ. Пуçĕнче тĕрлĕрен шухăш явăнчĕ: ялĕ ÿссе кайĕ, çынсем йышланĕç, пурнăç улшăнĕ…

Çапла майпа, Путап мучи çемьинче çамрăк француз Жан Этьен Мари Де Герсо граф йăхĕн несĕлĕ вырнаçса çĕнĕ йĕрке хыврĕ. Урăхла каласан манăн мăн-мăн асатте…

Сенкер куçлă пике

«Çыр хĕрринче, хысак çинче, тÿпе пек сенкер куçлă пике тăрать…» – сăввăн малалли йĕркисем пуçран сирĕлнĕрен, ниепле те аса килмерĕç. Тата кирлех-ши вĕсем?

Çимун çав тĕпсĕр асамлă сенкер куçсене ăшшăн асăнчĕ чĕрере. Хăлĕ, тен, вăл çав куçсенче путмашкăн та хатĕр пулĕччĕ. Вĕсен тарăнăшĕнче путнă чухне çăлăнăç та кирлĕ пулмĕччĕ. Тепĕр пируса ивĕртнĕ хушăра пĕр шутламан-уйламан çĕртенех каçхине пулса иртнĕ тавлашу аса килчĕ. Мĕншĕн хăйне кăшт чарса тăмарĕ-ши вăл ун чухне? Темĕн ĕнтĕ малтан ĕçне пурнăçлатпăр, унтан шутлама пикенетпĕр, анчах чылай хушăра: чавса çывăх та, çыртма çук.

Çепĕç чунлă пикепе вĕсем ĕнтĕ виçĕ çула яхăн тĕл пулаççĕ, унăн шухăшĕпе паянхи кунччен вĕсер хутшăнăвĕ иккĕшин кăмăлне те каятчĕ пек. Пурте аванахчĕ темелле, мĕнле хура кушак чупса иртрĕ-ши вĕсен хушшинчен? Каччă пикене чун-чĕререн савни хĕршĕн вăрттăнлăх мар. Алă çинче çĕклесе çÿреме те хатĕр вăл ăна, çийĕнчен тусан пĕрчине те сирсе шăлса ярĕччĕ-и тата. Нихăçан та Çимун пикене кÿрентерсе курман, пур енчен те тивĕçтернĕ. Халĕ тата мĕскер пулчĕ вĕсен хушшинче?

Читать дальше
Тёмная тема
Сбросить

Интервал:

Закладка:

Сделать

Похожие книги на «Асамла тенче»

Представляем Вашему вниманию похожие книги на «Асамла тенче» списком для выбора. Мы отобрали схожую по названию и смыслу литературу в надежде предоставить читателям больше вариантов отыскать новые, интересные, ещё непрочитанные произведения.


libcat.ru: книга без обложки
Аскольд Якубовский
Аскольд Мельничук - Що сказано
Аскольд Мельничук
Аскольд Герсо - Графиня поневоле
Аскольд Герсо
Аскольд Де Герсо - Поэтические зарисовки
Аскольд Де Герсо
Аскольд Де Герсо - Нежданная гостья
Аскольд Де Герсо
Аскольд Де Герсо - Юратап эп сана
Аскольд Де Герсо
Аскольд Де Герсо - Графиня поневоле. Ссылка
Аскольд Де Герсо
Аскольд Де Герсо - И загляну в твои глаза…
Аскольд Де Герсо
Отзывы о книге «Асамла тенче»

Обсуждение, отзывы о книге «Асамла тенче» и просто собственные мнения читателей. Оставьте ваши комментарии, напишите, что Вы думаете о произведении, его смысле или главных героях. Укажите что конкретно понравилось, а что нет, и почему Вы так считаете.

x