Калаҫӑвӗ вара вӗсен пурин те Улӑп кӗтнӗ пек мар, пӗр майлӑрах пулчӗ. Кашниех кӳренӳ туйӑмӗпе килсе ҫитнӗ иккен. Ыйтӑвне вара Улӑпӑн татса памалла. Турхансем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаймаҫҫӗ иккен.
Пӗри, ав, хӑйсем пурӑннӑ ҫӗрти сарлаках мар юханшыва пӗвелесе лартнӑ та унти шывпа пахчасемпе уйсене шӑварать, самай тухӑҫлӑ пахча-ҫимӗҫ туса илет. Аяларах пурӑнакан тепӗр йӑх вара шыв ҫитменнипе аптӑрать. Тарӑхнипе лешсен пӗвине вӑрттӑн татса яни те пулнӑ. Икӗ турхан пӗр-пӗринпе ниепле те калаҫса татӑлайман. Паян кун та хирӗҫсе пурӑнаҫҫӗ.
Теприн ҫӗрӗ ҫине юнашар турханӑн кӗтӗвӗсем кӗрекӗре каяҫҫӗ иккен, курӑка ҫисе пӗтереҫҫӗ. Сунарҫӑсем те иртӗхеҫҫӗ, вӑрманти кайӑксене тыта-тыта каяҫҫӗ.
Ҫак сӑмахсене итлесе ларма Улӑпа ҫӑмӑл пулмарӗ. Ма тесен вӑл турхансенчен пачах урӑхла калаҫу кӗтнӗччӗ. Ҫук, кӗтсе илеймерӗ. Эсреле хирӗҫ тӑрса чуралӑхран ҫӑлӑнасси пирки сӑмах хускатакан тупӑнмарӗ. Юрать-ха, мӑчавӑр ҫине тӑнипе шурсухалсем килсе ҫитрӗҫ. Тинех вара чӑн-чӑн калаҫу пуҫланчӗ.
— Улӑп — паттӑр, эсӗ килни ҫирӗп шанчӑк ҫуратрӗ, — пуҫларӗ сӑмахне чи ватти. — Эсреле ҫапса ҫӗмӗретӗнех пуль тетпӗр. Кала, мӗнпе пулӑшмалла сана? Турхансемпе калаҫса татӑлтӑр пуль ӗнтӗ. Эпир те хутшӑнасшӑн, ҫак ӗҫрен айккинче тӑрасшӑн мар.
Ватӑ ҫын калаҫӑвӗ Улӑпшӑн чӗрене услам ҫу сӗрнӗ пекех туйӑнчӗ. Ырӑ кӑмӑл, паттӑрлӑх туйӑмӗ сӳнмен-ха. Пуҫлӑхсем пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑнаҫҫӗ пулсан та, ахаль ҫынсем вара урӑхларах тытаҫҫӗ хӑйсене, Улӑпа пулӑшас шутпа килнӗ.
— Тавах сире, шурсухалсем, — терӗ Улӑп. — Мана ҫеҫ шанни ҫителӗксӗр пуль тетӗп. Пурин те хӗҫ тытма хӑнӑхмалла. Ҫапӑҫма та манма пуҫланӑ курӑнать.
— Сӑмахху сан, Улӑп, тӗрӗсех ӗнтӗ. Чӑнах та, чӑваш ҫынни мӗн кӑна тума пӗлмест. Алли унӑн ӗҫрен хӑрамастчӗ-ха. Халь кӑна кӑштах наянланчӗ курӑнать. Хӗҫ тытманни вара чӑнах та чылайранпа, — калаҫрӗ Улӑп хутне кӗрсе чи ватти.
— Каланӑччӗ-ха, хӗҫне тума хурҫӑ ҫук тесе, — хутшӑнчӗ калаҫӑва мӑчавӑр. — Тимӗрҫӗсем ӗҫсӗр лараҫҫӗ.
— Ку таврара тимӗр тӑпри пур-и? — ыйтрӗ Улӑп. — Тен, шӑратма тытӑнмалла?
— Ҫук ҫав. Пӗрмаях куҫса ҫӳренипе ҫӗр айӗнчи пурлӑхсем те Эсрел аллине юлчӗҫ, — пӑшӑрханса илчӗ пӗр шурсухалӗ.
Улӑп ваттисемпе чуна парса калаҫни турхансемшӗн самай йывӑр самант пулчӗ. Нимӗн шарламасӑр ларасси те ҫӑмӑл япалах мар иккен. Ыттисем калаҫаҫҫӗ те калаҫаҫҫӗ. Эсӗ вара хӑвна ытлашши ҫын пек туйса ларатӑн. Калаҫӑва хутшӑнмаллах вӗт-ха. Ҫитменнине тата Улӑпӗ турхансене пӗр ыйту та памарӗ, вӗсем кунтах ларнине шута илес темерӗ. Ӑна та ӑнланмалла: турхансем ырӑ сӗнӳсемпе килнӗ пулсан, тен, калаҫу пачах урӑхла ҫулпа кайӗччӗ. Хӑйсемех айӑплӑ апла-тк…
— Халӑхран тимӗр пухма тытӑнмалла, — хутшӑнчӗ калаҫӑва хӗрарӑм турхан. — Кашнин мӗн те пулсан памалла.
— Тимӗр пухассине хамӑр ҫине илӗпӗр, — терӗҫ турхансем Минеслуна вырӑнлӑ сӑмах тапратнӑшӑн тав тӑвас тесех ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илсе. Атту, чӑтса лар-ха кунта нимӗн калама аптраса. Юрать-ха, хӗрарӑм тавҫӑруллӑрах.
— Тимӗрне пама пулӗ-ха ӑна, — иккӗленсе каларӗ пӗр шурсухалӗ. — Хамӑр вара мӗнпе тӑрса юлӑпӑр? Ӗҫ хатӗрӗсӗр, савӑт-сапасӑр-и?
— Савӑтне ӑна йывӑҫран та, тӑмран та тума пулӗха, — терӗ мӑчавӑр. — Тӑшманӗ ҫав тери вӑйлӑскер-ҫке. Ҫарӗ йышлӑ. Пирӗн вара нимех те ҫук.
— Апла питӗ тӗплӗн хатӗрленмелле: хӗҫ туптамалла, сӑнӑ ҫивӗчлетмелле, вӑйпитти арҫынсене пухса вӑрҫӑ вӑййисем ирттермелле. Лаша, тӗве, урапа, апатҫимӗҫ, тумтир… Ӗҫӗ кунта пурин валли те тупӑнӗ. Турхансем, ҫитӗ сире пӗр-пӗринпе тавлашса пурӑнса. Чӑн-чӑн ӗҫе пуҫӑнар, — асӑрхаттарчӗ Улӑп.
— Эсӗ хушнине пурне те тӑвӑпӑр,-сӑмах пачӗҫ турхансем.
Минеслу вара тепӗр сӗнӳ пачӗ, чӑваш хӗрарӑмӗсем мӗн ӗлӗкренпех ӑста юланутҫӑсем, ухӑҫӑсем иккенне аса илтерчӗ.
— Тӗл перес енӗпе, тен, арҫынсенчен те ирттереҫҫӗ вӗсем. Мӗншӗн ҫакӑнпа усӑ курмалла мар? Ку ӗҫе эпӗ пӗтӗмпех хам ҫине илетӗп, — терӗ хӗрарӑм турхан. — Паллах, Улӑп паттӑр хирӗҫлемесен ӗнтӗ.
— Каларӑм вӗт пурин те хутшӑнмалла тесе. Пӗтӗм халӑха ҫӗклемелле.
— Сана ҫак ӗҫре пулӑшса пыма хам мӑнукӑма Нарпие паратӑп, — терӗ мӑчавӑр Минеслу пуҫарӑвне ырласа.
Ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ чӑваш ертӳҫисем, пӗр-пӗрне ырӑ сунса уйрӑлчӗҫ. Малашне вӗсен Улӑп ялавӗ айне тӑрса халӑх умӗнчи тивӗҫе тӳрре кӑлармалла.
Кӗҫех тимӗрҫӗ лаҫҫисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ӗҫлеме тытӑнчӗҫ, таврана мӑлатук сасси сарӑлчӗ. Мӗн тери ырӑ сасӑ: юрӑран та, шӑпӑртан та пахарах. Чылайӑшӗ ку сасса пӗрремӗш хут илтет. Ваттисен вара савӑннипе куҫӗсем шывланчӗҫ. Ма тесен ҫакӑ тахҫантанпах кӗтнӗ сасӑра пурнӑҫ кӗвви янӑрать.
Читать дальше