Розин Ярандай - Йĕрсем çухалмаççĕ

Здесь есть возможность читать онлайн «Розин Ярандай - Йĕрсем çухалмаççĕ» весь текст электронной книги совершенно бесплатно (целиком полную версию без сокращений). В некоторых случаях можно слушать аудио, скачать через торрент в формате fb2 и присутствует краткое содержание. Город: Шупашкар, Год выпуска: 1990, ISBN: 1990, Издательство: Чăваш кĕнеке издательстви, Жанр: Детектив, cv. Описание произведения, (предисловие) а так же отзывы посетителей доступны на портале библиотеки ЛибКат.

  • Название:
    Йĕрсем çухалмаççĕ
  • Автор:
  • Издательство:
    Чăваш кĕнеке издательстви
  • Жанр:
  • Год:
    1990
  • Город:
    Шупашкар
  • ISBN:
    5-760-0275-4
  • Рейтинг книги:
    5 / 5. Голосов: 1
  • Избранное:
    Добавить в избранное
  • Отзывы:
  • Ваша оценка:
    • 100
    • 1
    • 2
    • 3
    • 4
    • 5

Йĕрсем çухалмаççĕ: краткое содержание, описание и аннотация

Предлагаем к чтению аннотацию, описание, краткое содержание или предисловие (зависит от того, что написал сам автор книги «Йĕрсем çухалмаççĕ»). Если вы не нашли необходимую информацию о книге — напишите в комментариях, мы постараемся отыскать её.

Р. Ярандайӑн «Йӗрсем ҫухалмаҫҫӗ» повеҫӗнче район прокуратурин Ю. Назаров следователӗн йывӑр та кӑткӑс ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен вуласа пӗлме пулать. Следователь тӗрлӗ преступленисен пӑтрашуллӑ ӗҫӗсене, тӗплӗн тӗпчесв пӗлсе, тӗрӗс уҫса кӑтартать.

Йĕрсем çухалмаççĕ — читать онлайн бесплатно полную книгу (весь текст) целиком

Ниже представлен текст книги, разбитый по страницам. Система сохранения места последней прочитанной страницы, позволяет с удобством читать онлайн бесплатно книгу «Йĕрсем çухалмаççĕ», без необходимости каждый раз заново искать на чём Вы остановились. Поставьте закладку, и сможете в любой момент перейти на страницу, на которой закончили чтение.

Тёмная тема
Сбросить

Интервал:

Закладка:

Сделать

— Пӗччен кӑначчӗ-и Лидия Гурьевна?

— Хӗҫтимӗр тиенӗ машинӑпа кӗрлеттерсе ҫитрӗҫ вӗсем. Манпа Лидия Гурьевна кӑна калаҫре. Шоферӗ, самай тӗреклӗскер, кабинӑран тухса, ун-кун уткаласа ҫӗрерӗ — пӗрте кӗмерӗ.

— Сӑнласа парӑр: сӑнӗ-пичӗ мӗнле ҫав шоферӑн?

— Ах, пултараймастӑп. Художник мар.

— Курнӑ вӗт-ха эс ӑна. Пуҫӗ-куҫӗ мӗнле, кӗлетки-ҫурӑмӗ…

— Ман пекех этем вӑл. Ҫамрӑк та мар, ватах та мар. Вӑтӑрсене ҫывхарнӑскер. Янахне вара яп-яка хырса тасатнӑ.

«Уссиллӗ терӗ-ҫке Пракух. Хӑш вӑхӑтра хыртарма ӗлкӗрнӗ вара? Ветеринари нунктӗнчен тухсан, вунпилӗк минутранах Макар патне ҫитнӗ вӗсем. Тен, Пракух тем пӑтраштарать? Тен, Макар сӑнаса юлайман».

— Урине мӗн тӑхӑннӑччӗ шофер?

— Шуйттан путекки, ӑна сӑнама та пӗлеймерӗм ҫав. Люда панӑ шприц Алтатти аппа ҫенӗкне пырса выртни Макара та шухӑша ячӗ.

Кирлӗ йӗр тупас тесе, шофер уткаланӑ вырӑна ҫав тери тимлӗн тишкертӗм. Усси пулмарӗ — кавир пек ҫерем ҫине нимӗнле йӗр те юлман.

Эп вара каллех Лидия Гурьевна пурӑннӑ ҫурт латнелле таплаттартӑм.

16

Пӗр сехет кӗтрӗм. Иккӗ… Лидия Гурьевна пурпӗрех ҫук.

Сетел ҫине лартса хӑварнӑ тирӗксене ачисем пӗтӗмпех пушатнӑ. Амӑшӗ хӑҫан тухса кайнине те курман вӗсем ― ҫывӑрнӑ. Хӑҫан килессе те пӗлмеҫҫӗ.

Магазин та иртенпех хупӑ тӑрать. «Пӗр-пӗр дефицит илсе килет пуль-ха», ― тесе калаҫкалаҫҫӗ те тавар туянакансем килӗсене саланаҫҫӗ.

Магазин умӗнче те чылайччен тӑпӑртатса тӑтӑм — Лидия Гурьевнӑна кӗтсе илеймерӗм. Ун пирки милицие свитлемелле мар-ши тесе, тӑкӑрлӑкалла пӑрӑнтӑм та, Якур пичче чарса тӑратрӗ.

— Юрий Иванович, тархасшӑн, хута кӗр. Пӗтерет мана Кулагин. Тапӑртаттарать те тапӑртаттарать. «Алтатти аппана эс шаплаттарнӑ, ― тет. ― Каласа пар: ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртрӗ. Айӑпа йышӑнсан, кайран ҫӑмӑллӑх пулать», ― тет. Куртӑр вӗт-ха: ӗнер яла пӗрле таврӑнтӑмӑр. Ах, ҫав кине итлесе… — пӗҫҫине шарт ҫапрӗ Якур пичче, ― Пӗчӗк ачапа ларать те, хӗрхентӗм, ара. Хамӑн тата шӑпах икӗ кун канмалла…

Алтатти аппана шӑп та лӑп Якур пичче яла пырса кӗнӗ вӑхӑтра тӗнклеттернӗ. Кулагин ӑна ҫавӑнпа ярса тытнӑ-тӑр. Ҫынна вӗлерме мар, автан та пусса курман Якур пичче. Алтатти аппа утмӑл килограмм таять. Ҫӗллӗшӗ те самай — икӗ метра ҫирӗм сантиметр ҫеҫ ҫитмест. Туп-тулли пӑрҫа миххисене вӑл мечӗк пек тыта-тыта ывӑтнӑ. Ӑна лӗпкерен лектерес пулсан, Якур пиччен Алтатти аппаран кӑшт ҫӗллӗрех пулмалла. Вӑл, ав, Алтатти аппаран вӑтӑр сантиметр печӗкрех.

— Кала-ха, Якур пичче, эс пынӑ чух картишӗнче нимӗнле сасӑ-чӗвӗ те илтӗнмерӗ-и? Никам та курӑнмарӗ-и?

— Пырса кӗтӗм те, чӗмере, картишӗнче шӑпӑрт. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ — сарай хыҫӗнче шатӑрт хуҫӑлчӗ турат. Тӑхлачӑ хӑмла шӑччисемпе аппаланать пуль-ха тесе, анкартине тухрӑм, кукша пуҫлӑ арҫынна асӑрхарӑм. Лешӗ ҫӗрулми кассисем хӗррипе уялла вашлаттарать. Палларӑм ӑна эп. Ара, леш эрнере магазинта куртӑм. Пытӑм та хайхискер — магазина шал енчен питернӗ. Пӑшӑлтатнӑ сасӑ пурпӗрех илтӗнет. Шак-шак-шак! тутартӑм алӑка. Ярр уҫрӗ алӑка Лидия Гурьевна. Шалтан тӗреклӗ арҫын лаплаттарса тухрӗ. Шакла пуҫлӑскер. Сылтӑм питҫӑмартинче, хӑлха тӗлӗнче, икӗ пӗрне пысӑкӑш тумха пур. Шлепкине тӑхӑнчӗ те пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, анаталла таптарчӗ. Ҫав тумхаран палларӑм ӑна. Уйкасра кӑна-и? Шупашкарта та курнӑ ӑна эп. Эсир те пӗлетӗр ӑна, Юрий Иванович. Аса илӗр-ха леш хура мӑйӑхлӑ каччӑна, хӗрарӑмпа арҫынна чӑнттн-чантти тутараканнине. Вӗсене пула мана та допроса чӗнтӗн. Хура мӑйӑхлӑ каччӑна шӑпах ҫав кукша пуҫ туртса антарчӗ. Хушамачӗ мӗнлеччӗ-ха? Наганов-и?

— Нагаев. Эдик ятлӑччӗ пулас. Ну, ку нимех те мар. Вӑл ӑҫта пурӑннине те, ӑҫта вӑй хуннне те ыранах тупатпӑр.

— Ӑхӑ, Нагаев. Чамӑрӗ… чӑмӑрӗ епле унӑн, э? Шӑп та лӑп сӑра алтӑрӗ. Кӑрст! кӑрӑслаттарчӗ-тӗк пӗрре, кирпӗч те чӑл-пар арканмалла. Лидия Гурьевна та пӗлет-тӗр ӑна, Курман-илтмен ҫынпа магазинта питӗрӗнсе ларас ҫук вӑл, Пӑскӑрт-ха ӑна пӗрре: мӗн тума пынӑ вӑл тӑхлачӑ анкартине?

— Ан иккӗлев, паян-ыранах шыраса тупатпӑр. Хыпар-хӑнаршӑн тавтапуҫ.

Якур пичче уйрӑлма васкамарӗ, пӗчӗк ача пек, алӑран ҫатӑртаттарса тытрӗ.

— Тӑхта-ха кӑштах. Хамӑр ялсем пек пул. Тӑванпӗтене пӗлтермелле-и халь? Вилене вӗт ку шӑрӑхра нумай тытма юрамасть.

— Хыпарламалла, паллах. Экспертсем хӑйсен ӗҫне пӗтерчӗҫ-тӗк, пытарма юрать.

— Э… мӗн тата… Инна Лутра Пакӑша куҫса пынӑ. Упӑшкинчен уйрӑлнӑ тет. Курсан-тусан, мӗн каламалла, э?

Ах, ҫак Якур пиччене…

17

Лидия Гурьевна киле сӗм-ҫӗрле, калама пӗлмелле мар пӑлханса таврӑнчӗ. Эп пӗрт умӗнчи пӗчӗк сак ҫинче ларнине курсан, тӑп чарӑнса тӑчӗ те ҫапла ыйтрӗ:

Читать дальше
Тёмная тема
Сбросить

Интервал:

Закладка:

Сделать

Похожие книги на «Йĕрсем çухалмаççĕ»

Представляем Вашему вниманию похожие книги на «Йĕрсем çухалмаççĕ» списком для выбора. Мы отобрали схожую по названию и смыслу литературу в надежде предоставить читателям больше вариантов отыскать новые, интересные, ещё непрочитанные произведения.


Отзывы о книге «Йĕрсем çухалмаççĕ»

Обсуждение, отзывы о книге «Йĕрсем çухалмаççĕ» и просто собственные мнения читателей. Оставьте ваши комментарии, напишите, что Вы думаете о произведении, его смысле или главных героях. Укажите что конкретно понравилось, а что нет, и почему Вы так считаете.

x