— Çук, Тараска, урăх хыпар çук. Эс сывала пуçланăшăн, «пĕчĕк Рамаш» тенĕшĕн савăннипе тӳсеймерĕм. Тата пĕр савăнăçлă хыпар пур. Атте госпитальтен сывалса тухнă. Анчах киле таврăнма шухăшламасть те. «Туркфронта Фрунзе патне каятăп, эп кăркăсла калаçма пĕлеп, политотделра кирлĕ çын пулăп», — тесе çырать. Пĕчĕк Рамаш пирки те, эсĕ чирленĕ пирки те çырса пĕлтертĕм ăна. Пысăк Рамаш пирки асăнмарăм. Хăй те асăнмасть.
— Эп хам çырса пĕлтерĕп, — терĕ Тарас.
— Эх, Тараска, Тараска! Пысăк хуйхăпа йывăр чир сана та чăнахах арçын турĕç. Юрĕ, ан калаç урăх, сывал часрах. Еç нумай. Кĕçех ак юлташсем килсе çитĕç. Сансăр ĕçлеме пĕлмеççĕ вĕсем. Эс сываласса тем пек кĕтеççĕ. Икĕ уйăх куллен сан патна çӳрерĕç.
— Пĕчĕк Рамаш миçере?
Оля ĕлĕкхи пекех савăккăн та ăшшăн йăл кулчĕ.
— Иккĕмĕш уйăх çине кайрĕ. Ан калаç урăх, сывал часрах, анне кĕрсен, кĕпӳ-йĕмне улăштарĕ. Тепре вăрансан, Рамаша кăтартăп сана. Çывăрнă чух тутине ашшĕ пек чалăштарса кулать.
Çĕнĕ çул каç чирлесе, çанталăк çур енне кайсан тин ура çине тăчĕ Тарас. Çамрăксем Тук икĕ енĕпе те савăнса кĕтсе илчĕç ăна.
Тарас сывалнă хыççăн эрнерен Куракхăвинче комсомолецсен конференцийĕ пулчĕ. Тараса райкома тата уесри конференцине делегата суйларĕç.
Хулана кайма темшĕн питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕ Тарас. Пиччĕш пĕлтĕр ăна сăран хутаç парса хăварнăччĕ. Çав хутаçа вăл Рамаш хучĕсене тата хăйĕн юратнă сăвă кĕнекине чикрĕ. Оля ăна пăшăрханса сăнарĕ:
«Мĕн шухăш тытнă-ха пирĕн арçын? Ашшĕпе пиччĕш хыççăн кайма шутламасть-ши?»
Тараса хулана ăсатма комсомолецсем икĕ ялĕпе те кĕпер патне пухăнчĕç. Чăваш ачисем малтан шкул патне пухăннăччĕ, Антонина Павловна Лешеккинчен килсе çитрĕ те:
— Пурте кĕпер патне утăр. Лешеккисем Тайманкина ăсатма çавăнта пыраççĕ, — терĕ.
Тараса та ятпа мар, хушаматпа чĕнеççĕ ĕнтĕ. Ял Совечĕн председателĕ те:
— Кĕпер патне çуран утăр, эппин, Тайманкин юлташ. Эпĕ, лав тупса, тӳрех çавăнта пырса çитĕп, — терĕ.
Çамрăксемпе пĕрле Оля, Антоннна Павловна, Арланов кĕпер урлă каçса ăсатрĕç пĕрремĕш комсомолеца. Вырăс ачисем юлташне ăсатма ялав йăтса тухнă. Ялавĕ çине Тарас хăех пурпа сăрласа «Российский Коммунистический Союз Молодежи» тесе çырнăччĕ. Арланов сăмах каларĕ.
— Тайманкин юлташ пирĕн — пĕрремĕш комсомолец, — терĕ вăл юлашкинчен. — Пĕтĕм районран — тăватă вулăсран — пилĕк делегат, чăн тивĕçлисене суйланă. Пирĕн ячейкăшăн пысăк чыс вăл. Чулçырма ячейкине районра хисеплеççĕ. Ячейкăра чи тивĕçли, хăвăрах пĕлетĕр, Тарас Тайманкин пулчĕ…
Тарас ораторăн хĕрӳ сăмахне кăшт сивĕтесшĕн пулнă пек:
— Мана чи тивĕçлĕ тесе мар, чăвашран та пĕр çын кирлĕ тесе суйларĕç, — терĕ.
— Апла пулсан, чăваш ятне ан çĕрт, чăвашран пĕтĕм уесĕпе, пĕтĕм кĕпĕрнипе, кĕпĕрнипе çеç те мар… в мировом масштабе чăн тивĕçли пул! — кăшкăрчĕ лашапа пырса çитнĕ Тимĕркке.
Оля Тараса хулана илсе каякан лав куçран çухаличченех пăхса тăчĕ. Комсомолецсем те тăруках саланмарĕç. Арлановпа Антонина Павловна çеç шкула кайма васкарĕç.
«Комсомол тени, чăнах та, пысăк вăй, — шухăшларĕ Оля. — Рамаш çавна тахçанах сиснĕччĕ. Октябрьчченех çамрăксене пĕтĕçтересшĕн вĕтеленетчĕ. Тĕрĕссипе каласан, эпир те ун чух комсомол пек пултăмăр. Халĕ, ак, теприсем çитĕнчĕç. Çĕнĕ кĕпер тĕрекĕсем. «Çĕнĕ кĕпер хывăпăр, кĕпер юписем пулăпăр», тенĕччĕ ун чух Рамаш. Пĕр кши хуçăлчĕ пуль çав. Уншăн кĕперĕ ишĕлмĕ-ха. Ав мĕн чухлĕн вĕсем, çĕнĕ кĕпер юписем. Тарас та кĕпер юпи е пĕр-пĕр савăлĕ пуласшăн ĕнтĕ… »
Шухăша кайса, таçталла пăхса тăракан Оля патне Тимĕркке çывхарчĕ,
— Ну, Оля Николаевна, килте кулянса, ачапа йăпанса ларма çитĕ сана, — терĕ вăл. — Пĕчĕк Рамашăн асламăшĕ пур. Парти ĕçне хутшăнма вăхăт çитрĕ. Ялсене çĕнĕрен уйăртăмăр ĕнтĕ. Ял Совечĕсем уйрăм, анчах парти ячейки пурпĕрех пĕрре. Сана хăвăнсăрах секретаре суйларăмăр. Лешеккинче коммуна организациленчĕ. Гревцев хăйĕн коммунарĕсемпе ялтан куçса каять. Санран лайăх кандидат çук. Эсĕ икĕ ял пурнăçне те лайăх пĕлетĕн, икĕ чĕлхепе калаçма пултаратăн…
— Калаçма пултарăп, ĕçлеме пултарайăп-и?!
— Мана Совета суйланă чух ыйтса тăмарăр. Кăмăл пулсан, этем тем тума та пултарать.
Çапла Оля та, пысăк ĕçе хутшăнса, хăйĕн чĕре суранне сипле пуçларĕ.
Тарас та, ашшĕ пекех, хулана кайрĕ те… яла таврăнмарĕ.
Ик-виç эрнерен Оля хут илчĕ.
«Каçар мана, Оля, — çырать Тарас, — килтен мĕн шухăшпа кайнине сана каламарăм. Чарасран хăрарăм. Конференцие килнĕ комсомолецсем çурри ытла Хĕрлĕ Çара çырăнчĕç. Эп те çырăнтăм. Вунулттăра терĕм, ĕненчĕç. Самарта политшкула вĕренме йышăнчĕç мана. Шкул пуçлăхĕ — Трофим Петров, Трашук пичче. Аттепе пиччене пĕлекенсем нумай кунта. Тăван яла таврăннă пекех туйăнчĕ… »
Читать дальше