Анчах тултисем алăк çĕмĕреççĕ-ха. Вара Тимĕркке, шкултан тухса, тултисене ӳкĕтлеме пикенчĕ.
— Лăпланар, юлташсем. Спектакль курма килнĕшĕн тав сире… Эсир те курмасăр юлмăр. Ыран сирĕншĕнех тепĕр хут кăтартăпăр, паян курнисене урăх кĕртмĕпĕр…
— Суймастăн-и, Тимĕр пичче?
— Совет влаçĕ нихçан та суймасть!
Малтан Çимун шăналăк умне тухса сăмах каларĕ: çĕнĕ çулпа çĕн календарь, çĕнĕ стиль пирки ăнлантарса пачĕ. Çĕнĕ çул васкаса килнĕшĕн никам та кӳренмерĕ, алă çупсах йышăнчĕç ăна.
Мăрзабай Çимунĕ шăналăк хыçне чăмсан, мала Самана Тимĕркки тухса калаçрĕ. Ана Мулла Анукĕ пĕр çур сехетрен кая мар, «артистсем сухал çыпăçтарса, пит-куç хуратса-шуратса хатĕрленсе çитиччепех» калаçма хушрĕ.
— Вăхăт çитсен, систерĕп, — терĕ.
— Юлташсем! Совет влаçĕ Чулçырмара та, пĕтĕм Самар кĕпĕрнинче те, пĕтĕм Раççей çĕршывĕнче те ĕмĕрлĕхе çирĕпленчĕ…
Малалла Тимĕркке фронтри çĕнтерӳсем пирки тата фронта ăшă тумтир пухса ăсатасси пирки каларĕ. Анчах ĕмĕр власть умĕнче çăвар уçма хăраса пурăннă халăх халь сăмах чĕнмесĕр лармарĕ.
— Юрĕ-ха, Тимĕр пичче, кун пирки эс пирĕнпе кулленех калаçатăн. Халь пире ху Фальшина мĕнле йĕрлесе тытни çинчен каласа пар-ха. Суд пулнă-и, пулман-и?
— Ма çав тăшмана персе вĕлермеççĕ?
— Çăпата Михалине вăлах вĕлернĕ, теççĕ вĕт.
— Шатра Миккана та вăл çапса антарнă та çыран айне пăрахнă, теççĕ. Чăнах-и?
Çапла шавлакаласа, халăх Тимĕрккене паянхи ялти ĕçсем пирки те калаçтарчĕ. Лешĕ чаплă оратор пекех хĕрсе кайрĕ.
— Шатра Микка тетĕр-и? Кам вăл Шатра Микка? Пĕлместĕп! Курман, илтмен! Никифор Иванчă Романов пур пирĕн, герой! Елĕк вăл юмах ярса йăпататчĕ сире. Халĕ вăл хамăр пурнăçа юмахри пек тăвасшăн икĕ хутчен хăй ирĕкĕпе çапăçма кайрĕ, ялта та, кунти тăшмансемпе кĕрешсе, виçĕ хутчен вилĕме куçран пăхрĕ. Карательсем хăйне чĕр юн туса хĕненĕ чух та Совет влаçне мухтама чарăнмарĕ… Шатра Микка тесе хурласа каламастăр та-ха, çапах та Шатра Микка мар, Хитре Микка вăл пирĕншĕн. Кашнийĕнех çавăн пек пулма тăрăшас пулать… Фальшин пирки пĕлес тетĕр пулсан, фалынинсен шалчи тулчĕ ĕнтĕ. Суд тума Никифор Иванчă сываласса çеç кĕтеççĕ…
— Хаяр Макара ма хупнă тата? Вăл çын вĕлермен пуль-ха?
— Фальшинсен шалчи тулчĕ, темерĕм-и сире! Фальшинсем, хаярсем — пĕр киреметрен тухнă усалсем. Пĕр вĕренпе çыхăннă вĕсем, пĕр хут çине çырнă ячĕсене…
Хĕрсе кайнă Тимĕрккене Анук темиçе хут та, чаршав хыçĕнчен алă тăсса, сăхман аркинчен турткаларĕ. Лешĕ çаплах сисмест. Чаршав уçăлнине тăруках чухламарĕ вăл, халăх кулса алă çупма тытăнсан тин шăналăк хыçне пытанчĕ.
Тимĕркке спектакль пĕтиччен кĕтсе тăмарĕ, хăйĕн çĕнĕ тусне çĕнĕ çул каç ячĕпе кайса саламлас терĕ.
Микка сывала пуçланă пек, паян аташмасăр калаçрĕ. Тимĕркке калаçтарма васкамарĕ ăна. Каçхине шкула каяс умĕн, Паçука шанмасăр, чирлĕ çын патне хăйĕн карчăкне кайса ларма хушрĕ.
— Çын пырса кĕрсен, Миккапа ан калаçтар, çирĕпленсе çиттĕр кăшт, — терĕ вăл.
… Чăвашсен тухтăрĕ Мулла Хрулкка Чулçырмана Тимĕркке «кашкăр йĕрлесе» таврăничченех пырса çитрĕ. Вăл вĕриленсе аташса выртакан çынна çĕр урайлă пĕчĕк тăм пӳртре хăварасшăн пулмарĕ. Алăка уçсанах, унта сивĕ сывлăш пур кĕтесе пырса çапать. Ятрус тухтăр хушнипе, Миккана Анук пӳртне, Арланов патне, куçарчĕç, шалти пӳлĕмри учитель вырăнĕ çине вырттарчĕç.
Чулçырмара эрне пурăнса кайрĕ Ятрус Хрулкки.
— Такам ĕнсерен йывăр япалапа танклаттарнă ăна, вара, вилнĕ тесе, пăрахса хăварнă. Нумай вăхăт иртсен, уçă сывлăш тăна кĕртнĕ Миккана. Анчах вăл, çĕр çинче, юр айĕнче темиçе сехет выртса, ӳпкине шăнтнă. Чĕри парăнмасан, сывалма пултарать, — терĕ вăл каяс умĕн, эмел парса хăварчĕ, кирлĕ пулсан, хăйне татах чĕнтерме хушрĕ.
Ятрус Хрулкки, вăл мĕн чул ăста тухтăр пулсан та, суда хут çырса ĕнентерме пултараймасть. Çавăнпа Микка чирне Куракхăвинчен врач илсе килсе тĕрĕслеттерчĕç. Вĕреннĕ тухтăр та Ятруспа килĕшрĕ, кирлĕ хут çырса пачĕ.
«Замана! — шухăшларĕ Тимĕркке шкултан Микка патне васкаса утнă май. — Чахрун Мишши çывăх тăван маншăн. Анчах ăна кам та пулин ĕнсерен танклаттарнă пулсан, çапла вĕчĕрхенмĕттĕм. Микка ют çын маншăн, çапах темле тăванран та хаклă. Пурнăçра пĕр çулпа утакан çынсем — пĕр-пĕрне тăванран та тăван иккен. Ахальтен мар пĕрне-пĕри «юлташ» тесе чĕнетпĕр. Ку Ленинăн юратнă сăмахĕ, теççĕ. Уншăн Шатра Микка та, Самана Тимĕркки те çывăх тăван пекех — юлташ.
… Пӳрт алăкне уçсан, Тимĕркке тĕлĕнсе хытса кайрĕ: шалти пӳрт алăкĕ яр-уçă, пӳрт тулли вĕт-шакăр ача. Тултан кĕнĕ çын еннелле никам та çаврăнса пăхмарĕ, пурте шăпăрт кăна çăвар карса лараççĕ. Пĕр çын сасси çеç илтĕнет. Микка хăй вырăнĕ çинче юмах ярса ларать иккен.
Читать дальше