Влас Иванов-Паймен - Кĕпер

Здесь есть возможность читать онлайн «Влас Иванов-Паймен - Кĕпер» весь текст электронной книги совершенно бесплатно (целиком полную версию без сокращений). В некоторых случаях можно слушать аудио, скачать через торрент в формате fb2 и присутствует краткое содержание. Город: Шупашкар, Год выпуска: 1986, Издательство: Чăваш кĕнеке издательстви, Жанр: Советская классическая проза, cv. Описание произведения, (предисловие) а так же отзывы посетителей доступны на портале библиотеки ЛибКат.

Кĕпер: краткое содержание, описание и аннотация

Предлагаем к чтению аннотацию, описание, краткое содержание или предисловие (зависит от того, что написал сам автор книги «Кĕпер»). Если вы не нашли необходимую информацию о книге — напишите в комментариях, мы постараемся отыскать её.

Чăваш АССРĕн К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен премийĕн лауреачĕ Влас Захарович Иванов-Паймен хăйĕн «Кĕпер» романĕнче социализмла революци идейисемпе хавхаланнă хресченсем çĕнĕ пурнăç тунине сăнласа парать.
Романăн ку кăларăмне Октябрьти социализмла аслă революци 70 çул, писатель çуралнăранпа 80 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ.

Кĕпер — читать онлайн бесплатно полную книгу (весь текст) целиком

Ниже представлен текст книги, разбитый по страницам. Система сохранения места последней прочитанной страницы, позволяет с удобством читать онлайн бесплатно книгу «Кĕпер», без необходимости каждый раз заново искать на чём Вы остановились. Поставьте закладку, и сможете в любой момент перейти на страницу, на которой закончили чтение.

Тёмная тема
Сбросить

Интервал:

Закладка:

Сделать

Хĕрĕнкĕ хăнасем картишне тухаççĕ. Çимун йĕкĕт лаша кӳлет. Мăрзабай мучăш ăна мĕн пĕчĕкрен пăхса ӳстернĕ. Çамрăкла вăхăтсăр вилсе кайнă ун ашшĕ, Мăрзабай Павăлĕн шăллĕ.

Тайман Сахарĕ Фальшйнпа çыхланмасть урăх. Халĕ вăл Анчиков тиечука хăрах алăпа ыталаса илчĕ.

— Эпĕр санпа, Петр Федотăч, чиркӳре пайтах юрланă. Атя-ха мăн сасăпа юрă пуçласа яр.

— Ан аташ, Захар Матвейч. Ял çинче çăвар карни килĕшмест мана. Хăвах пĕлен, эп чиркӳ çынни.

— Çăва патне, апла пулсан! Сансăр та юрлама чухлатпăр.

Савăк кăмăллă Сахар, тӳмелемен кĕске кĕрĕк аркине сирсе, аллисене хыçала тытать те пуçне ухса юрласа ярать:

Наверх вы, товарищи, все по местам!
Последний парад наступает.
Врагу не сдается наш гордый «Варяг»,
Пощады никто не желает.

Белянкин чăваш юрланине тĕлĕнсе кайса итлет, унтан хуçана кăлт тĕртсе калать:

— Пăх-ха эс ăна! Пасарлăялта якалкаланă сан Тайманкку, вырăсран ирттересшĕн. Çĕнĕ юрă юрлать. Вырăс халăхĕн хальтерех сарăлнă патриотизмлă юрри!

— Тайманкка мар ĕнтĕ вăл халь. Тайман! Асту: тайман. Никам умĕнче пуç тайман тени пулать вăл. Анлантăн-и? — тет хуçа, чăваш хăнипе мухтанса.

— Анлантăм та… питех мар, — мăкăртатать халь вырăс. Хăй каллех Сахар еннелле темшĕн куçне хĕссе пăхать.

Анлă та тарăн хуçан çуни. Çапах Мăрзабай хăнисем пуртех шăнăçаяс çук ун çине. Мучăшне Çимун çавăн пирки асăрхаттарать.

— Шăнăçатпăр. Ура çине тăрса çăварни чупатпăр: алла-аллăн çыхланса, пĕрне-пĕри ыталаса. Чăвашпа вырăс туслă пулнине пурте курччăр, — тет уçă кăмăллă хуçа.

Хăнасем, виçшерĕн икĕ ĕрет пулса, çуна çине тăраççĕ. Ларкăч çине, кучер вырăнне, Çимун йĕкĕт ларнă. Яр-уçă хапхаран çӳрен урхамах ташласа тухать.

— Малтисенчен ан ирт, çăварии туйне пăсас мар, — хушать хуçа Çимуна. Унтан Сахарпа тиечука хистет: — Атя, Сахар, чăвашлине юрласа яр. Эсĕ те, Петр Федотыч, юрла. Ан пăшăрхан. Çăварни кун юрланăшăн çылăх пулас çук.

Çимуна та шутласан, çиччĕн пулчĕç вĕсем. Вырăспа чăваш шăп çурмалла. Анчиковне çурри вырăс, çурри чăваш теме пулать. Юрлаççĕ Мăрзабай хăнисем — чăвашла та, вырăсла та. Хăйсем савăнаççĕ, çăварни халăхне савăнтараççĕ.

Шалтикасра Хаяр Макарăн хапхи те яр уçăлчĕ. Пуян хуçа кĕвĕçет. Ун патне катари хăнасем çӳремеççĕ. Ялтисем те çӳресех каймаççĕ. Чăлах алăллă вырăс лавккаçăпа ĕçме таçта та ĕлкĕрнĕ Самана Тимĕркки çеç паян çĕрме пуяна чыс тунă. Виççĕн иртенпех çуйăхса ĕçеççĕ вĕсем.

Хуçа, ӳсĕрĕлнĕ пулин те, кӳршĕри сасăсене кĕвĕçсе тăнлать. Мăрзабай хăнисем картишне тухсан, вăл та хăйĕн хăнисене пӳртрен хăваласа кăларчĕ. Лешсем юрланине илтсен, кусем те юрларĕç. Мăрзабай çăварни чупма тухнине курсан, Макар та пар лаша кӳлме хушрĕ.

Хапхаран тухсанах, ĕрĕхтерчĕ Макар пар лашана: Мăрзабай урхамахне хăваласа çитcе, ăна кая хăварса, кӳршĕсенчен пăрăнакан мăн кăмăла хур кăтартас. Анчах Макарăн хуçа пекех кутăн лашисем кĕпер енне чупмаççĕ, темшĕн Тӳрурам еннелле, юхăма хирĕç ыткăнаççĕ. Усĕр хуçа шухă лашисене çăварлăхлама маннă, халь тилхепене унталла-кунталла тулăксăр турткалать, хаяррăн кăшкăрса пичеврине те, тĕприне те пушăпа ăшалантарать.

Хирĕç килекенсем урама ансăрлатнă тĕлте хуçи пекех урса кайнă лашасем, çунасене çапăнса, такам вĕрлĕкне çĕмĕрсе, пĕр уçă хапхаран кĕрсе каяççĕ, анчах… тĕпри — пысăк хапхаран, пичеври — пĕчĕк хапхаран. Çуни унчченех тӳнсе кайнă. Аçта хуçи, ăçта хăнисем — мур пĕлет!..

Çăварни халăхĕшĕн камит. Кайран ватти-вĕтти те çапла калаçнă вара:

— Хăçан пулнăччĕ-ха çав япала?

— Ара, астумастăн-им? Хаяр Макарăн пичеври кĕçĕн хапхаран кĕрсе кайнă çул.

Тайман Сахарĕ таçта пурăнса та чулçырмасене вăхăт паллисем тума вăй çитнĕ таран пулăшать-ха. Пĕррехинче вăл пĕчĕкçĕ кăвак лашапа Чулçырмана хĕллехи туя килчĕ. Лашине хăй анчахрах туяннă-мĕн, ун йăли-еккине те пĕлсе çитеймен-ха.

Ку енче чăваш туйĕсем çур уезда кĕрлеççĕ. Ялта хĕр çураçас, хĕре ял çыннине качча парас йăла çук кунта. Хĕр шырама чулçырмасем кăнтăралла, ытти чăваш ялĕсене каяççĕ. Таврара çирĕмрен ытла вĕсем. Чулçырмана та евчĕсем çирĕм ялтан килеççĕ. Хĕлле е çулла туй вăхăчĕ çитсен, туй ураписем-çунисем унталла та кунталла куçаççĕ-шăваççĕ…

Урапаллă е çуналлă туя тепĕр яла туй пуçĕ ертсе каять. Вăл — малти, унран никам та иртме пултараймасть.

Тайман Сахарĕ туй Якальне кайнă чух çав йăлана пăсмарĕ-и! Инкек. Çитменнине, туй пуçĕ никам та мар, Хаяр Макар пулнă.

Сахар Пасарлăялтан Чулçырмана килнĕ чухнех кăвак кĕсрен чурăс еккине кăшт асăрхапăччĕ. Çавăнпа вăл пуринчен кая юлса çула тухрĕ. Çул айккипе юр тарăн пулнăран, ун пĕчĕк лаши малтан чиперех юртнă, пăркаланман, малтисенчен иртме пăхман.

Читать дальше
Тёмная тема
Сбросить

Интервал:

Закладка:

Сделать

Похожие книги на «Кĕпер»

Представляем Вашему вниманию похожие книги на «Кĕпер» списком для выбора. Мы отобрали схожую по названию и смыслу литературу в надежде предоставить читателям больше вариантов отыскать новые, интересные, ещё непрочитанные произведения.


Отзывы о книге «Кĕпер»

Обсуждение, отзывы о книге «Кĕпер» и просто собственные мнения читателей. Оставьте ваши комментарии, напишите, что Вы думаете о произведении, его смысле или главных героях. Укажите что конкретно понравилось, а что нет, и почему Вы так считаете.

x